Ҫу уйӑхӗн 3–12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене общество транспортӗнче тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнӑ ҫынсенчен те вӑл вӑхӑтра укҫа ыйтмӗҫ. Ҫӑмӑллӑх хулаҫум тата хуласем хушшинчи автобуссене, маршруткӑсене, хула ҫумӗнчи пуйӑссене пырса тивӗ.
Ветерансене тӳлевсӗр илсе ҫӳреме ирӗк паракан хушӑва Чӑваш Енре ятарлӑ хушупах ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, багажшӑн та укҫа ыйтмӗҫ. Троллейбуспа тата таксипе кайсан тӳлеме тивӗ.
Ҫула тӳлевсӗр тухас тесен вӑрҫӑ участникӗ пулни ҫинчен калакан удостоверени кӑтартмалла, паспорт та кирлӗ пулӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайрассине пӗлтернӗччӗ.