Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ спортсменка Светлана Васильева тата Денис Нижегородов ҫӑмал атлет суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӗсем Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисенчен хӑтарнипе кӑмӑлсӑр, тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларасшӑн.
Денис Нижегородов – 2004 тата 2008 ҫулсенче иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнче чемпионӗ. Светлана Васильева – Европа Кубокӗн призерӗ. Вӗсем Лозаннӑри Арбитраж судне спортсменсен ушкӑнӗнчен тавӑҫ янӑ. Кӑна вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тунӑ.
Тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, спортсменсем ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн йышӑнӑвӗпе килӗшмеҫҫӗ. Допинг тупса палӑртнине пула ҫӑмӑл атлетсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман-ҫке-ха.