Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Очӑкасси

Очӑкасси (выр. Оточево) — Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи ял, Ҫатракасси ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче, Чӑваш плато ҫинче, лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ вӑрмансен тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме 48 км, район центрне, Муркаш ялне ҫитме — 10 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫитме — 34 км. Тинӗс шайӗнчен ҫӳллӗшӗ — 144 метр.

Ял патӗнче Ломшар шывӗ (Янӑш патӗнче) пуҫланать.

Климачӗ вӑтам континенталлӑ. Сывлӑшӑн ҫулталӑк хушшинчи вӑтам температури +2,3 °С. Чи ӑшӑ уйӑх — утӑ (вӑтам температури +18,6 °C), чи сивӗ уйӑх — кӑрлач (вӑтам температури -13 °C). Шӑнтман тапхӑр 148 кун патнелле тӑсӑлать.

Историйӗ

Очӑкасси — районти чи кивӗ ялсенчен пӗри. Историри документсенче ун пирки пӗрремӗш хут 1586 ҫулта асӑннӑ. 2015 ҫулта ял ҫыннисем 1594—1595 ҫулсенчи ҫулсерен ҫырнӑ ҫӑлкуҫсем ҫине таянса, ялӑн 420 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Халап тӑрӑх, вӑл Оччӑ ятлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн ятӗнчен пулса кайнӑ. Вырӑсла «Оточево» ят Чапкун Оточев ячӗпе ҫыхӑннӑ, халап тӑрӑх вӑл 1552 ҫулта Хусана илнӗ вӑхӑтра палӑрнӑ.

Историллӗ хутсенче ял ҫавӑн пекех Отучево, Богоявленское, Атачево тож ятсемпе паллӑ.

1724 ҫулччен пурӑнакансем ясак тӳлекен хресченсен категорийӗнче пулнӑ, 1866 ҫулччен вара — патшалӑх хресченӗсен категорийӗнче шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчесси, ҫӗвӗҫ ӗҫӗ, пушмак ҫӗлесси, ҫавӑн пекех кӑҫатӑ тӑвасси.

Ялта 1748 ҫулта хӑпартнӑ Богоявлени чиркӗвӗ ӗҫленӗ. Ӑна 1936 ҫулта хупнӑ, 1991 ҫулта ҫӗнӗрен уҫнӑ. 1843 ҫулта Патшалӑх пурлӑхӗсен министерствин училищине, 1884 ҫулта земство училищине, 1887 ҫулта вара чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ.

1930 ҫулта ялта «Красное Оточево» колхоз йӗркеленӗ. 2010 ҫулта ял территорийӗнче «Малышев» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ.

Тӗрлӗ ҫулсенче ял Шупашкар уесӗн Кӑнар вулӑсне тата Етӗрне уесӗн Чӑваш Сурӑм вулӑсне (XVIII ӗмӗр – 1926 ҫул), Шупашкар уесӗн Шурча вулӑсне (1926—1927 ҫулсем), Тутаркасси районне (1927—1935 ҫулсем), Ишлей районне (1935—1944 ҫулсем), Муркаш районне (1944—1959 ҫулсем тата 1964 ҫултанпа), Сӗнтӗр районне (1959—1962 ҫулсем), Шупашкар районне (1962—1964 ҫулсем) кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Ҫулсем тӑрӑх ялти халӑх йышӗ:

  • 1721 ҫул — 532 ҫын (арҫынсем);
  • 1747 ҫул — 505 ҫын (арҫынсем);
  • 1795 ҫул (4 уйрӑлса тухнӑ выҫҫӑлкӑпа пӗрле) — 227 кил, 570 арҫын, 539 хӗрарӑм;
  • 1858 ҫул — 47 кил, 124 арҫын, 127 хӗрарӑм;
  • 1906 ҫул — 69 кил, 175 арҫын, 190 хӗрарӑм;
  • 1926 ҫул — 94 кил, 186 арҫын, 214 хӗрарӑм;
  • 1939 ҫул — 182 арҫын, 234 хӗрарӑм;
  • 1979 ҫул — 127 арҫын, 153 хӗрарӑм;
  • 2002 ҫул — 71 кил, 179 ҫын: 88 арҫын, 91 хӗрарӑм;
  • 2010 ҫул — 54 пайӑр кил хуҫалӑхӗ, 154 ҫын: 80 арҫын, 74 хӗрарӑм.

2002 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, халӑхӑн чылай пайне чӑвашсем йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех вырӑссем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Ӗлӗк ялта ярмӑркка ирттернӗ.

Ялта фельдшерпа акушер пункчӗ, клуб, вулавӑш тата лавкка пур. Ял территорийӗнче хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫлет.

Паллӑ ҫынсем

Ял ҫыннисем никӗсленӗ ялсем

Очӑкассинчи ҫынсем ҫак ялсене никӗсленӗ:


 
Категорисем: Очӑкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-24 22:02:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем