Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксем хӑвата ӳстерме шантарнӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 26.05.2017 22:29 | 832 хут пӑхнӑ
Экономика

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ.

Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ.

Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ.

Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ.

Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла.

Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ.

#предприятисем, #хуҫалӑх, #уявсем, #Элтепер, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Метрополитен валли оборудовани Шупашкарта кӑларӗҫ
2016, 12, 14
Русгидрона трактор савучӗ пӑшӑрхантарать
2016, 12, 14
Элтепер Елчӗкри сыра тытсах пӑхнӑ
2016, 12, 30
Чукун ҫулпа ҫыхӑннисем Чӑваш Ене ырланӑ
2017, 02, 18
2800 яхӑн ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ
2017, 04, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org