Хулара
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн «Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая Шупашкарта пулни пирки чылайччен шавларӗҫ. Телеертӳҫӗ ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкара килме палӑртнине пӗлтереҫҫӗ. Телеканалӑн сайтӗнче хуласен списокне кӑларнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Елена Летучая пирӗн пата килессине. Ку чӑнах та пулӗ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ. Пӗлтӗр ку список кӑшт урӑхларах пулнӑ. Унта Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулман. Тен, Елена Летучая пирӗн пата килсе каллех йӗрке тӑвасшӑн? Аса илтерер: вӑл Чӑваш Енре тӑватӑ уйӑх каялла пулнӑ. Ун чухне Летучая апатланӑшсене, хӑна ҫурчӗсене, мини-отельсене тӗрӗсленӗ. «Университетское» кафене ҫеҫ ырланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() ҪҪХПИ ҫӑхав ҫырмалли ҫӗнӗ сайт хута яма палӑртнӑ. Унта ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерме май пулӗ. ҪҪХПИ ертӳҫи Виктор Нилов каланӑ тӑрӑх, сайтӑн техника пайӗ хатӗр. Халӗ ҫӑхавсене пӑхса тухмалли йӗркене ансатлатас тесе саккуна пӑхса тухмалла. Тӗнче тетелӗнчи сайта пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хӑтласшӑн. Ҫул ҫинчи йӗркене пӑсни пирки ҪҪХПИн официаллӑ сайтӗнче пӗлтерме пулать. Хальӗхе каланӑ тӑрӑх, ҫӑхава анонимлӑ мелпе ҫырма май пулӗ. Сӑмах май, ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Патшалӑх Думинче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, судсем административлӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне сӑнӳкерчӗксемпе тата видеосемпе ӗнентерекен фактсем пек усӑ курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вячеслав Акимов Пирӗн ентеш биатлон марафонӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей емпионатӗнче чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Тӗмен облаҫӗнчи Уватра иртнӗ. Тупӑшу ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменӗ Вячеслав Акимов пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илсе чемпион ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вячеслав 40 ҫухрӑмлӑ дистанцире пӗрле вӗренекен Павел Магазаеева 30 ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Павел ӑмӑртура Чӑваш Ен тата Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗленӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен спортсменӗ Иван Печёнин тухнӑ. Акимов 4 хутчен йӑнӑшнӑ. Тепӗр чӑваш спортсменӗ Павел Охотников вара дистанцие 9-мӗш вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Раҫҫей Федерацийӗнче икҫӗре яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Вӗсем ҫӗршывӑн нумай-нумай хулисемпе ялӗсенче час-часах ҫывӑх хутшӑнса пурӑнни те куҫ кӗрет. Нумай чӗлхеллӗ халӑха пӗр-пӗрне ӑнланса пыма РФ Конституцийӗ «патшалӑх» статусне панӑ вырӑс чӗлхи пулӑшать. Апла пулсан та кашни халӑх хӑйӗн пуян культурине, хӑйнеевӗрлӗхне, несӗлӗсенчен ламран лама куҫса пырса атӑланакан чӗлхине упраса сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшать. Ҫакна шута илсе ӗнтӗ шӑп та лӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла пирӗн Чӑваш республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан шкулсен программине «Тӑван ен историпе культури» (История и культура родного края) ҫӗнӗ предмет кӗртрӗҫ. «Кӗртнӗ» сӑмаха калама ҫӑмӑл та, чӑннипе ӗҫе кӗртме вара питех те нумай тар юхтарма тиврӗ ун чухне: вӗренӱ программисем ҫеҫ мар, кӗнекисем те ҫук! Халиччен шкулсенче пулман-илтмен ҫӗнӗ предмета вӗрентме учительсем те ҫук! Ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗ пуҫланнӑ-пуҫланман республикӑри ялсемпе хуласенчи вырнаҫнӑ шкулсенчи тӗрлӗ предметсене вӗрентекенсем Шупашкарти вӗрентӱ институтне пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче чӑваш чӗлхипе литератури, истори, музыка, рисовани тат ытти предметсене ертсе пыракансем пулчӗҫ. |
Сывлӑх
![]() Зика вирусӗ алхасакан ҫӗршывсенче, ҫав шутра Бразилире, пулнисене Раҫҫейӗн потребнадзорӑн федераци служби чуптума чарнӑ. Алӑ пустарса, хушу кӑларсах мар-ха. Сӗнӳпе. Бразилинче тата Зика вирусӗ алхасакан ытти ҫӗршывра пулнисен тӑван киле таврӑннӑ хыҫҫӑн ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ чухне пӗр уйӑх хушши презервативпа усӑ курмалла тата чуптума та тӑхтамалла. Кун пек сӗнекенни — эпидемиологи центрӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, инкубаци тапхӑрӗ ҫичӗ куна яхӑн тӑсӑлать. Енчен ҫав вӑхӑтра чирлесен хӳтӗленӳ мелӗсемпе тата тепӗр икӗ эрне усӑ курмалла. Хытах асӑрханма сӗннине ку вирус пирки тухтӑрсем хальӗхе тӗплӗн пӗлменнипе сӑлтавлаҫҫӗ, апла тӑк сыхланакана Турӑ сыхлать текен каларӑш вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ. Маларах эпир Чӑваш Ен капюсав енӗпе малта пыракан 20 регионсен йышне кӗнӗ тенӗччӗ. Капиталлӑ юсав фончӗн тӗп бухгалтерӗ Светлана Парамонова пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав валли 571,3 млн тенкӗ укҫа пухнӑ, ку вӑл шутласа панин 65% пулать. Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулӑн ҫурринче капюсавшӑн халӑхӑн 55 проценчӗ тӳленине, ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне ун пеккисен йышӗ 98 процента ҫитнине асӑнса хӑварнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку инкек Вӑрнар районӗнче пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫҫи вӑхӑтӗнче сиксе тухнӑ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн сысна комплексӗнче тырӑ типӗтекен аппарата ҫын кӗрсе ӳкнӗ. Унта ӗҫлекен ӳсӗр рабочи тырӑ типсе ҫитнипе ҫитменнине аллине чиксе тӗрӗслес тенӗ. Ҫав вӑхӑтра унӑн малти кӗсйинчен карас телефонӗ тырӑ йышӑнакан бункера кӗрсе ӳкнӗ. Арҫын нумай шухӑшласа тӑман — бункера чӑмнӑ. Унта вӑл чыхӑнса кайса вилнӗ. Хӗрӗнкӗ ҫынна ӗҫлеттернӗ, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман факт пирки тӗпчевҫӗсем айӑплине шырама пуҫласа кайнӑ. Уншӑн аш-какай комбиначӗн агрономӗ айӑплӑ тесе суд та йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 44 ҫулти агронома суд 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑк ҫурӑлӑха палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Сергей Нарышкин Раҫҫейӗн ҫичӗ регионӗнчи общество организацийӗсем РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин ячӗпе ҫырупа тухнӑ. Унта вӗсем «Концепция преподавания русского языка и литературы» (чӑв. Вырӑс чӗлхине тата литературине вӗрентессин концепцийӗ) проекта хушма пункт кӗртме ыйтнӑ. Нумаях пулмасть Раҫҫейӗн вӗренӳ академийӗнче вӗренӳ учрежденийӗсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессине сӳтсе явнӑ. Концепцие РФ Патшалӑх Думин ертӳҫи ҫумӗнчи ӗҫ ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Проекта сӳтсе явнисен хушшинче вырӑс чӗлхи вӗрентекенсем, пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне хатӗрлекенсем, педагогика аслӑ шкулӗсен ертӳҫисем тата ыттисем пулнӑ, концепцие ырланӑ. Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи: Тутарстанри, Саха-Якутри, Хакасинчи, Мӑкшӑ Республикинчи, Коми Республикинчи, Бурятинчи общество организацийӗсем, ҫав шутра Чӑваш Енри «Хавал» та, ҫырупа тухнӑ. Унта вӗсем вырӑс чӗлхине тарӑннӑн вӗрентме ӑнтӑлнипе пӗрлех наци чӗлхисене те манмалла марри пирки чӗнсе каланӑ. Асаилтеретпӗр, унччен ҫырупа Тутарстан тата ытти тӑрӑхсенчи Патшалӑх канашӗсем тухнӑччӗ. Вӑл шутра Чӑваш Республикинчи депутатсем те вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепцинче туса ҫитермеллисем пурри пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Хыпар» редакторӗ Михаил Арланов Паян республикӑри мӗнпур районти пекех Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Министрсем хӑйсемех мар та, вӗсен ҫумӗсем иккӗн тан: республикӑн юстици министрӗн ҫумӗ Ирина Семенова, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Татьяна Иванова — кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле «Строма» текен акционерсен хупӑ обществин пуҫлӑхӗ Вячеслав Федоров, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Михаил Арланов пулнӑ. Малтанах вӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Валерий Горбунов пӳлӗмӗнче халӑха интереслентерекен ыйтусемпе йышӑну ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн тӑватӑ информаци ушкӑнӗ район тӑрӑх тӗлпулӑва тухса кайнӑ. «Хыпар» тӗп редакторӗ Михаил Арланов тата районти «Ҫӗнтерӱшӗн» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшакансемпе тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫырнӑ. Информаци политикин министерствинчен чӑваш хастарӗсем Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн анлӑшне сарма ыйтаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра чӑваш телекуравне сахал ҫын курма пултарни пирки асӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума информаци политикин министерствинче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварма ыйтаҫҫӗ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» наци телерадиокомпанине спутник урлӑ пӑхма майсем тума пулӑшма та ыйтнӑ. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра чӑвашла кӑларӑмсемпе виҫӗ телекомпани тивӗҫтерет: «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш наци телекуравӗ тата «ЮТВ» телеканал. Шупашкарта ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра «21+» канал ӗҫлет, анчах унӑн программинче чӑвашлисем ҫук. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |