«Пӗрисем акара тӑрмашаҫҫӗ, теприсем ташласа юрлаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑччӗ маларах Чӑваш халӑх сайчӗ. Унта Куславкка районӗнчи Карачра агитбригада ӗҫе тытӑннине пӗлтернӗччӗ.
Хӗрсе уй-хирпе йӗтем ҫинче тар тӑкнӑ чух юрласа-ташлаканӗсем ытти тӑрӑхра та пур. Турра шӗкӗр, механизаторсемпе комбайнерсем алла купӑс илсе юрӑ ӗнӗрлесе лармаҫҫӗ. Юрӑ-ташӑпа ҫӳрекенӗсем — вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Совет самани вӑхӑтӗнче пуҫланнӑ агитбригада юхӑмӗ юлашки ҫулсенче ҫӗнӗрен чӗрӗлсе илчӗ.
Вырӑнти агитбригада Шӑмӑршӑ районӗнчи «Исток» хуҫалӑха та пынӑ. Ял тӑрӑхӗнче ҫакна юрӑ-ташӑпа хавхалантарни тесе хаклаҫҫӗ.
Хуҫалӑхра ӗҫлекенсем концерт пӑхнӑ кӑна мар, вырӑнти артистсемпе пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ.