Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ҫамрӑксемпе калаҫнӑ чух Михаил Игнатьев ҫӗтӗк джинс шӑлаварпа ҫӳренине ырламаннине пытарман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ку вӑл — пирӗн ҫӗршыв моди мар. Ку вӑл — Америка моди. Йӗркеллӗ шӑлавар тӑхӑнсан вара ним те мар.
«Эпир Америка, Европа патшалӑхӗсен, Британи культурине нумайрах илетпӗр. Общество вырӑнӗсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ҫын йӗркеллӗ джинс шӑлавар тӑхӑннине куратӑп та ку вӑл йӗркеллӗ тесе шухӑшлатӑп. Уйрӑм тӗслӗхсенче ҫӗтӗк джинс куратӑп. Шӑтӑк мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ чӑнкӑрах. Ку вӑл Раҫҫей культури мар-ҫке! Америка культури! Укҫа парсах туянаҫҫӗ вӗт. Артистсене эпӗ ҫурӑк джинспа тухмалла маррине ӳкӗте кӗртме пултартӑм», — ҫапларах каланӑ Михаил Васильевич.