Юлашки вӑхӑтра «фанфурик» ыйтӑвӗ ҫивӗчленчӗ. Ку Иркутс облаҫӗнче спирт настойки ӗҫсе вун-вун ҫын вилнӗ хыҫҫӑн пуҫланчӗ.
Чӑваш Енре те ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Шупашкарта аптекӑсене тепӗр хутчен тӗрӗсленӗ. Полицейскисем спирт настойкисене сутнипе сутманнине тимлӗ сӑнанӑ.
Рейда Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ирттернӗ. Хальхинче вӑл Ленин районӗнче йӗркеленнӗ. Гагарин умӗнчи 10 аптекӑна тӗрӗсленӗ: «Масковит», «Гагарин урамӗнчи аптека» тата «Ладушка».
Рейд вӑхӑтӗнче нихӑш аптекӑра та спирт настойкине сутнине тупса палӑртман. Анчах пакунлисем куна чарӑнмӗҫ, рейдсене тата ирттерӗҫ.
Аса илтерер: 2016 ҫул вӗҫӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарнӑ.