Ҫул-йӗр
![]() Канаш хулинче Коллекторсен урамӗнче пурӑнакансем 16 ҫул нушаланаҫҫӗ. Вӗсен ҫул ҫук, ӑмӑр ҫанталӑкра лачака ҫӑрма тивет. Ҫынсем ҫул пирки ӑҫта кӑна ҫитмен-ши? Ара, ҫул ҫукки чӑннипех те чӑрмав кӑларса тӑратать. Темиҫе ҫул каялла урамра пушар пулнӑ, пушарнӑйсен машини вара лачакара путса ларнӑ. Ҫурт куҫ умӗнчех ҫунса кайнӑ. Лачакаллӑ чухне васкавлӑ медпулӑшу машини те кӗреймест. Ку – хулана илсе тухакан пӗртен-пӗр ҫул. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра шыв кӳлӗ пек сарӑлса выртать. Хулана атӑсӑр тухма пулмасть. Ҫынсем хӑйсен шучӗпе киле газ, шыв кӗртнӗ. Канализаци пӑрӑхӗсем кивелнӗрен вӗсене ялан чакалаҫҫӗ, ҫавна май ҫул шӑтӑк-путӑклӑ. Ҫӗре чакаланӑран картасем тӳнсе кяҫҫӗ. Халӑх кун пирки Владимир Путина та ҫырса пӗлтернӗ. Тӳре-шара ҫула вак чул сарса пама шантарнӑ-ха. Ӗҫе утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |