Ҫак ҫамрӑксен пуҫне мӗн шухӑш кӗнӗ-ши? Вӗсем Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ҫапла ҫав, эрех ӗҫсен ҫын темӗн те хӑтланма пултарать.
Ҫак каччӑсем те ку утӑма эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрлехи 2 сехетре Канашри полици уйрӑмне арҫын шӑнкӑравланӑ та Ленин палӑкне икӗ ҫамрӑк патакпа хӗненине, унтан тарса ҫухалнине пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Палӑк ҫинче чӑнах та йӗрсем пуррине палӑртнӑ вӗсем, унтан-кунтан катӑлса та ӳкнӗ.
Инҫех мар вырнаҫнӑ паркра икӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӗсем шӑпах палӑка хӗненӗ каччӑсене аса илтернӗ. Вӗсене тытса чарнӑ. Пӗри — 18-та, тепри 19 ҫулта. Иккӗшӗ те Канашра пурӑнаҫҫӗ. Тытса чарнӑ чухне иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Каччӑсем айӑпне йышӑннӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.