«Ютуб» видеохостинг виҫӗмкун Канаш районӗнчи Шӑхасанти 2717-мӗш номерлӗ суйлав комиссийӗн пайташӗн Наталия Васильевӑн видеомелпе чӗнсе каланине вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл суйлавпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки асӑнса кайнӑ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче суйлав комисси пайташӗсене ӗҫпе ҫыхӑннӑ канашлӑва чӗннӗ. Ҫавӑнта комисси пайташӗсене яваплӑ ҫуртсене пайласа панӑ, открепительнӑй удостоверени патне пымаллисен списокне те тыттарнине калать вӑл. Килсерен ҫӳресси суйлав комиссийӗн пайташӗн тивӗҫӗ мар тесе шухӑшлать Наталия Васильева.
Раҫҫейри партисенчен пӗрин (ятне кунта асӑнмӑпӑр) мӗн чухлӗ сасӑ пухмаллине те каласа хунине пӗлтерет ҫав хӗрарӑм.
Суйлав комиссийӗсен пайташӗсен суйлав саккунне пӑхӑнмалла тесе шухӑшланӑ май хӗрарӑм Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫинчен Элла Памфиловӑран пулӑшу ыйтать.
Видеора чӗнсе каланинче асӑннӑ фактсене тӗрӗслеме Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков ӗнер Канаш районӗнчи территорири суйлав комиссийӗн ертӳҫи Лия Арсентьева ячӗпе ыйтса ҫырнӑ.