Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.0 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Канашра шыв ыйтӑвне татса панӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Вика Сорокина 01.08.2017 06:02 | 613 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнӑ. Пурӑнмалли ҫуртсене, социаллӑ объектсене, организацисемпе предприятисене шыв виҫеллӗ пырса тӑма пуҫланӑ.

Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра газ тата ҫутӑ укҫине вӑхӑтра тӳлесе пыманран парӑм пухӑнса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырман мар. Энергопурлӑхпа тивӗҫтерекен монополистсем ку ыйтупа темиҫе хутчен те канашлу ирттернӗ. Канашра парӑм самаййине кура Чӑваш энергосбыт компанийӗ хулари «Водоканал» предприятие ҫутӑ парассине чакарнӑ. Насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен.

Канашри шыв ыйтӑвне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. «Шыв ҫуккипе тӗрлӗ чир-чӗр пуҫарса яма эпир пултараймастпӑр. Шыв каҫа валли пултӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.

ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв парса тӑрассине каҫ енне Канашра йӗркелесе янӑ.

#ҫурт-йӗр, #Элтепер, #канашлусем, #Канаш, #парӑмсем, #шыв

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ялти шыв хуларинчен начар
2017, 03, 30
Пӗлтӗр вӗҫлемелли ӗҫе халӗ те туса пӗтереймен
2017, 04, 17
Чӑваш Енри ветерансене те хваттерпе тивӗҫтерӗҫ
2017, 05, 06
Чӑваш Енре газ парӑмӗ 1,5 миллиарда ҫывхарнӑ
2017, 07, 09
Канашри ишӗлекен ҫурт шӑпине паян татса парӗҫ
2017, 07, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org