|
Ӳнер
![]() Ҫӗрпӳри Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗ Ҫӗрпӳ хули 427-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чух унта ҫӗнӗ палӑк уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗрпӳсем Иккӗмӗш Кӗтерне патша майрине халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ. Палӑка Александров паркне кӗнӗ ҫӗре лартнӑ. Ун ҫумӗнче — карета. Патша майри 18-мӗш ӗмӗрте Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ. Хулара тимӗртен шӑратса тунӑ палӑксем татах пур: Печкин почтальон, урам шӑлакан... Вӗсене арҫынсен Ҫӗрпӳри тӗрминче ларакансем ӑсталанӑ. НТВ-телеканалпа кӑтартакан «Салтыков-Щедрин шоу» сатира программин авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи кӑларӑмӗнче Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗнчен тӑрӑхласа кулнӑ. Проекта Михаил Задоронов, Алексей Кортнев и Дмитрий Колчин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе палӑк патша майри евӗрлӗ мар. Аса илтеретпӗр, Иккӗмӗш Катерне чӑваш сӑмахлӑхне те кӗрсе юлнӑ. Ӑсчахсем «Катемпи» сӑмах ун ятӗнчен пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Паянтан Олег Марков экс-министр Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ, министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла тенӗччӗ. Олег Маркова ӗҫрен паян хӑтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев 125-мӗш номерлӗ Хушу кӑларнӑ. Унта асӑнса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута Олег Марков урӑх вырӑна куҫнӑран кӑларнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӑҫта каяссине официаллӑ ҫӑлкуҫсем хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор Ӗпхӳри чӑваш шкулне Павел Мироновӑн барельефне парнеленӗ. Паллӑ скульптор Ӗпхӗве Николай Кирюшкин таврапӗлӳҫӗ-ҫулҫӳревҫӗпе ҫитнӗ. Вӗсем Пушкӑртстанри Авӑркас тата Пелепей районӗсенче тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ, паллӑ литераторсен тӑван тӑрӑхӗсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ӗпхӳре чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ май вӗсем вырӑссен математикӗ тата дворянинӗ Павел Миронов XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнине пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Павел Миронов хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ ҫурта Пушкӑртстанра упраса хӑварнӑ — ҫав ҫурт историпе культура палӑкӗ шутланать. Скульптор шкула барельефсӑр пуҫне хӑйӗн альбомӗсене тата кӗнекисене те парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев распоряжение алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурне пула йышӑннӑ карантин пӗтнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗмӗш зона пӗчӗкленнӗ. Халӗ иккӗмӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ районӗсем, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем кӗреҫҫӗ. Африка мурне пӗтерес енӗпе мӗнпур мероприятие пурнӑҫланӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен Пӑрачкав районӗнче ку мероприятисене пурнӑҫламашкӑн 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑр районӗ валли — 2,164 миллион тенкӗ. Асӑннӑ районсенчи пурӑнакан ҫынсенчен сыснасене илсе тӗп тунӑ. Ку тӑкака саплаштармашкӑн халӑха пӗтӗмпе 19,934 миллион тенкӗ тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкара «Магазинно» телекӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко килнӗ. «Пятница» телеканал ӗҫченӗсем хулари Тӗп пасарта пулнӑ. Хӑнасем пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ. Пасар хуҫи вырӑна ҫитиччен Молочко иҫӗм ҫырлине, хурмана, панулмине, арпуса тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Хурмапа арпусра кӑштах нитрат нумайрах пулнӑ. Помидорпа хӑярта вара — питӗ лайӑх. Александр Молочко темиҫе хутаҫ помидорпа хӑяр туяннӑ. Телеертӳҫе аш-какай килӗшнӗ. Анчах павильонра срокран тухнӑ кӑлпасси те тупнӑ. Пӗтӗмпе 40 пин тенкӗлӗх кӑлпасси юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна тӳрех тӗп тума каланӑ. Апат-ҫимӗҫӗн сертификачӗ, санитари пирки те асӑрхаттарусем пулнӑ. Шел те, Тӗп пасар «Магазинно» наклейкӑна тивӗҫмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Ӑна пӗр эрнене яхӑн шыраҫҫӗ, усси ҫук-ха. Кун пирки «Про Город» редакцие Наталья Кузина пӗлтернӗ. Вӑл Александр Кузинӑн пӗртӑванӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, 29 ҫулти Александр Кузина юлашки хутчен авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унран нимӗнле сас-хура та ҫук. Александр юлташӗсемпе пулнӑ. Каҫхи 10 сехет тӗлне вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ. Анчах киле ҫитеймен вӑл. Унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман. Александр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӑл джинс куртка, ҫутӑ джинс шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна курнисене 89176742923 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Шупашкарти 2063-мӗш суйлав участокӗнче Илья Иванов суйлав бюллетенне чӑвашла пама ыйтнӑ. Конституцири «Чӑваш Республикинчи чӗлхе саккунӗ пирки» 8-мӗш статьяпа килӗшӳллӗн, пирӗн республикӑра вырӑс тата чӑваш чӗлхисем патшалӑх чӗлхисем шутланаҫҫӗ. Анчах 4 бюллетеньрен 2-шӗнче ҫеҫ пуҫламӑшӗнчине чӑвашла ҫырнӑ. Ҫавӑнпа Илле Иванов тӑваттӑшне те илме хирӗҫленӗ, протест туса сасӑлама пачах килӗшмен. Унӑн шухӑшӗпе, бюллетеньсен йӑлтах чӑвашла та пулмалла. Унччен маларах Илле Иванов ӗҫтеш-журналистсене ҫакна ӳкерме чӗннӗ. Суйлав участокӗн председателӗ Людмила Рейнгольд ҫакна провокаци вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл журналистсене айӑплама тӑнӑ, участокри полицейские чӗннӗ. Анчах йӗрке хуралҫи Ивановӑн заявленийӗнче йӗркене пӑснине тупман. Илле Иванов ӑна комисси председателӗ кӳрентернӗ тесе акт ҫырнӑ. Вӑл тата унӑн арӑмӗ чӑвашла бюллетеньсем пама ыйтса заявлени ҫырнӑ. Комисси секретарӗ М.Рамская чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнине туннӑ. Анчах комисси пайташӗсенчен пӗри Тутарстанра бюллетеньсене патшалӑх чӗлхипе пичетленине персе янӑ. Аса илтерер: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ пӗлтӗр Тӗп суйлав комиссине бюллетеньсене чӑвашла пичетлеме ыйтса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Константин Яковлев ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ. Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ 13 сехет те 36 минут тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх Ӗнер пирӗн ҫӗршывра Пӗрлехи суйлав кунӗ иртрӗ. РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйланас тесе партисемпе вӗсен пайташӗсем тем пекех ҫине тӑчӗҫ: хӑйсене каҫса каясла ырларӗҫ, теприсене хурларӗҫ. Халӗ вара суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ (вӑл хытах улшӑнасси пирки иккӗленме кирлӗ мар) паллӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнче 13 сехет те 36 минутра хыпарланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партишӗн республикӑри суйлавҫӑсен 50,74 проценчӗ сасӑланӑ, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗшӗн — 14,45 проценчӗ, либерал-демократсемшӗн — 12,83 проценчӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫейшӗн» — 12,54 проценчӗ. Хӑш районта тата хулара суйлавҫӑсем хӑш партине ытларах кӑмӑлланине ҫак ӳкерчӗкрен пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Пурнӑҫ условине килсерен ҫӳресе палӑртӗҫ Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ. Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем. Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
