Республикӑра
![]() Ветеран аллинче — сертификат Патӑрьелти «Добрый» (чӑв. Ырӑ) лавкка вӑрҫӑ ветеранӗсене ырӑ тунӑ. Юрий Трофимов уйрӑм усламҫӑн лавкки ӗнер Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе районти мӗнпур ветерана 500-шер тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Патӑрьелте пурӑнакан виҫе ветерана лавкка 1000-шер тенкӗлӗхех сертификат тыттарнӑ. «Паттӑрлӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр. Раҫҫей ҫарӗ паян та ҫар йӑли-йӗркине тытать, ҫӗршыва шанчӑклӑн хӳтӗлет», — тесе хитре сӑмахсем каланӑ май лавкка хуҫисем шур сухалсене ырӑ суннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене — вӗсем паян Патӑрьел районӗнче 38-ӑн юлнӑ — «Рэмис» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх (пуҫлӑхӗ — Минхайдер Юсупов) савӑнтарнӑ, вӑл кашни валлиех парне хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Дмитрий Евсеев куҫма хатӗр Коммунистсен партийӗнчен тухнӑ Дмитрий Евсеев хӑйне валли урӑх вырӑн куҫ хывнӑ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗнчен нарӑс уйӑхӗнче тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Маларах Дмитрий Евсеев чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне куҫас шухӑшли паллӑ. Депутат пуканӗ вакантлӑ пулса тӑни Алексей Лапин депутата судпа айӑпласа 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннипе ҫыхӑннӑ. Ӑна улталанӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Дмитрий Евсеев муниципалитетӑн суйлав комиссине те лекесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Энтриелти снаряд Ӗнер, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнчи арҫын пахча сухаланӑ чухне снаряд евӗр асӑрханӑ. 30 сантиметр тарӑнӑшӗнче выртаканскер пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пуҫиле шыравра ӗҫлекенсем ОМОН специалисчӗсене те чӗннӗ. Снарядлӑ пахчапа юнашар пурӑнакансене те вӑхӑтлӑха эвакуациленӗ. Тупнӑ япала зенит пушкин артиллери снарячӗ пулнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисем снаряд Энтриелти пахчана епле лекни пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Кил хуҫи пӳрте 2008 ҫулта туяннӑ иккен. Асӑннӑ лаптӑка маларах вӑл сухаламан. Унчченхи кил хуҫисем халӗ ҫук та-мӗн — вӗсем вилнӗ. ОМОН специалисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, снаряд ҫӗр ӑшӗнче 1943 ҫултанпа выртма пултарнӑ. Ӑна ӗҫлеттерсе яракан механизм тутӑхса пӗтнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче самолетпа вӗҫме вӗрентекен вӑрттӑн шкул пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Красноармейски район хӗрӗ сӑвӑ хитре вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ республикӑри конкурсӗнче 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Кун пек ӑмӑртӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ йӗркелет. Конкурсӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне республикӑн Наци вулавӑшӗнче пухнӑ. Пилӗк сехете пынӑ пултарулӑх марафонӗнче конкурсҫӑсем чӑвашла та, вырӑсла та вуланӑ. Вӗсене Вера Кузьмина хай, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗсем Анна Кутузова, Иван Иванов, Светлана Михайлова, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Ильина-Зайцева, Геннадий Кириллов, Елена Хорькова, Владимир Григорьев, Светлана Асамат, Марина Карягина, Любовь Шашкина поэтсем хакланӑ. Красноармейскинчи Культура ҫуртӗнчи «Хунав» пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Анастасия Козлова, акӑ, Петӗр Хусанкайӑн «Алран кайми аки-сухи» сӑввине вуласа 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Вера Кузьмина хӑй чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Туристсене мӗнпе илӗртмелле? Ҫӗнӗ ҫулхи чи ҫӳллӗ чӑрӑшпа-и? Унашкаллине вӗсем таҫта та курма пултарӗҫ. Ниҫта та ҫук япаласемпе илӗртмелле туристсене. Вӗсем Чӑваш Енре, паллах, пур. Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫула чылай ҫын кайса курать, ун патӗнче сӑн ӳкерӗнет. Чӑннипех те интерслӗ вырӑн вӑл. Вӑл ӑҫтан пулса кайни пирки икӗ верси пур. Пӗрне ӗненес тӗк, ӑна 1913-1917 ҫулсенче хута янӑ. Тепӗр верси вара ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче вермахт ҫар служащийӗн тыткӑнри ҫынсем, нимӗҫ строителӗсем, тунине ҫирӗплетет. Кӗпере историпе культура палӑкӗсен списокне официаллӑ майпа кӗртнӗ. Нумаях пулмасть ун ҫывӑхӗнче купельпе часавай тунӑ. Унтах — ҫӑл шывӗ. Ҫывӑхра кӗтӳ, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳрет. Илемлӗ вӗт! Пирӗн республикӑра ку кӗпер пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра, Европӑра, пулсан ӑна ҫав тери хаклӗччӗҫ, упрӗччӗҫ. Унпа туристсене те илӗртӗччӗҫ. Париж ав Эйфель башнипе паллӑ, тепӗр ҫӗршыв — урӑххипе. Пирӗн республика вара ҫак чукун ҫул кӗперӗпе те мухтанма пултарать. |
Хӗсмет
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта: Аслӑ Елчӗкре, Курнавӑшра, Ҫӗнӗ Эйпеҫре — палӑксем ҫӗнӗрен уҫнине пӗлтертӗмӗр-ха. Шӑмӑршӑра вара Германире хӗсметре пулнисене асра тытса тата хисеп туса палӑк уҫнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 1945 ҫулта унта пулнисене кӑна мар, ҫар тивӗҫне унта 1994 ҫулччен пурнӑҫланисене те асра тытас тенине пӗлтерекен палӑк ку. Хамӑр историе манас мар тесе тунӑ ятпа хатӗрленӗ палӑка паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ. Палӑк уҫас шухӑша «Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн ветеранӗсен республикӑри канашӗ» общество организацийӗ пуҫарнӑ. Монумента гранитран тата мрамортан хатӗрленӗ. Постамент ҫине асӑну плити вырнаҫтарнӑ. Варринче вара хӗҫне антарнӑ совет салтакӗ, ҫӑлнӑ хӗрачана тытса тӑраканскер, тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юманайри вӑтам шкулта — Севастиан Архиповӑн асӑну хӑми Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта виҫӗ кун каялла, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗн, педагогика ӗҫӗн ветеранӗн Севастиан Архиповӑн асӑну хӑмине уҫнӑ. Митинга хутшӑннисем хушшинче поэтсем ҫыравҫӑсем, искусство ӗҫченӗсем, тӳре-шара, Севастиан Михайловичӑн тӑван-пӗтенӗ, ял ҫыннисем, ачалӑхри юлташӗ тата ыттисем пулнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов хисеплӗ педагога ырласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Севастиан Архипов, чӑн та, кӑна тивӗҫ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл 1921 ҫулта Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. 1962–1981 ҫулсенче Севастиан Михайлович Юманайри вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кун пирки пӗлекенни, тен, пӗлет те пулӗ, анчах илтменнисем те пур-тӑр. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑхпа аппаланакансен Республикӑри бизнес-инкубатор бизнес-плансене тӳлевсӗрех хатӗрлесе парать. Ӑна укҫасӑрах ҫыртарас тесен район администрацийӗсене каймалла та тӗртев илмелле. Бизнес-план валли кирлӗ ҫак хута вырӑнти тӳре-шара Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви ячӗпе ҫырса парӗҫ. Ун пек хут пуррисен бизнес-план тутарма хӑтланса укҫа тӑкаклама тивмӗ. Ку хут патшалӑх пулӑшӑвӗ илес тата ытти валли те кирлӗ. Сӑмах май каласан, Республикӑн бизнес-инкубаторӗ усламҫӑсене ытти енпе те пулӑшу кӳни пирки ӗнентерет. Унта ҫак енӗпе ӗҫлеме пуҫлакансене те тӗрев кӳрессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Чи тӗрӗс те суйма май килмен кӑтарту — 100 гектар пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илни», — теме юрататчӗ Шупашкар районӗнчи Свердлов ячӗллӗ колхоза, ас тӑвасса виҫӗ теҫеткене яхӑн ҫул, ертсе пынӑ Александр Пушкин. Ҫак цифра тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем Шупашкар районӗнче пуринчен тухӑҫлӑрах ӗҫленӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑвашстат кӑтартӑва ку енпе тишкернине сӑнанӑ май ҫапла пӗтӗмлетме май килет. 100 гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗ пуҫне ял хуҫалӑх продукцине республикӑра вӑтамран 430 пин тенкӗлӗх туса илнӗ. Шупашкар районӗнче ку цифра 2137 пин тенкӗпе танлашать, Патӑрьел районӗнче — 515 пин, Шӑмӑршӑ районӗнче — 501 пин, Муркаш районӗнче — 450 пин, Ҫӗрпӳ районӗнче — 451 пин. Ытти района илсен, 105 пин тенкӗрен пуҫласа (Улатӑр районӗнче) 427 пин тенкӗ таран (Вӑрнар районӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи ҫӗнӗ палӑксенчен пӗри Тӑван вӑрҫинче пуҫ хунисене ячӗпе Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта ҫӗнӗрен палӑксем вырнаҫтарнӑ. Ҫавсен йышӗнче маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑ Ҫӗнӗ Эйпеҫре те ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Аса илтерер, маларах хӑшӗсем унти пирки «Палӑка ишсе антарса ФАП ҫӗклеҫҫӗ», — тесе пӑшӑрханса ӳкнӗччӗ. Анчах ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ялта стелла вырнаҫтарнӑччӗ. Палӑка паян Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑна мар, Аслӑ Елчӗкре те, Курнавӑшра та уҫнӑ. Уяв мероприятийӗсене кашни ял тӑрӑхӗнчех йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ Елчӗк район администрацийӗнче. Тӳре-шарапа депутатсем те вӗсене хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов тата Петр Краснов депутат вырӑнти райадминистраци пуҫлӑхӗпе Николай Миллинпа Аслӑ Елчӗкринче, Курнавӑшринче, Ҫӗнӗ Эйпеҫринче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |