Паян Шупашкарти «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми – 2017» курав уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, Пӗтӗм Раҫҫейри А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ Борис Анисимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов хутшӑннӑ.
Курава РФ Ял хуҫалӑх министерстви тата Раҫҫейри Ҫӗрулми пӗрлӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗрулми экспортне аталантарма тӗллев лартнине палӑртнӑ. Элтепер хамӑрӑн, Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ӳсекен вӑрӑсем пулассине пӗлтернӗ. Ку – питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен ют ҫӗршывран вӑрлӑх кӳрсе килме укҫа сахал мар кирлӗ. Пӗр килограмӗшӗн 60-70 тенкӗ тӳлемелле.
Кӑҫал курава Раҫҫейри 22 регион хутшӑнать. Ҫӗрулмине ҫӗнӗ технологипе ӳстерекен компанисем, фирмӑсем вӑрлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.