Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат мечӗк хӑвалама чӗнет

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 02.03.2017 14:36 | 1051 хут пӑхнӑ
Спорт

«Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат иртнӗ уйӑхра 85 ҫул тултарчӗ. Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫак куна чаплӑ уяв туса палӑртнӑччӗ. Ҫитес эрнери шӑматкун вара, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, хаҫат мини-футбол ӑмӑртӑвне ирттерет, пурне те хутшӑнма чӗнет. Мечӗк хӑвалас тесен 7 ҫынран кая мар ушкӑн йӗркелемелле, тата тепӗр ҫын представитель тивӗҫне пурнӑҫламалла.

Ӑмӑрту Йӗпреҫри «Патвар» ятлӑ вӑй-хал культурипа сиплев комплексӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре.

Ку турнира хаҫат кашни ҫул ирттерет. Ҫӗнтерӳҫӗ куҫакан кубока тивӗҫет. Ҫавӑн пекех ушкӑнри кашни ҫынна ҫурҫуллӑх хаҫат ҫырӑнса параҫҫӗ, медальпе чыслаҫҫӗ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑн йышӑннисене диплом парӗҫ тата медальсем.

#Ҫӗнтерӳшӗн, #Йӗпреҫ, #Йӗпреҫ районӗ, #спорт, #мини-футбол, #ӑмӑртусем, #хаҫатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Олег Маркиянова асӑнса вӑй виҫӗҫ
2016, 02, 04
Муркаш тӑрӑхӗнче «Пысӑк футбол» иртмелле
2016, 06, 05
Вице-адмиралӑн чӑвашла медалӗшӗн ӑмӑртнӑ
2017, 02, 27
Шупашкар каччине конькипе ҫитекен тупӑнман
2017, 02, 28
Анжелика Сидоровӑна тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ
2017, 02, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org