Спорт
![]() Владислав Ильин вице-адмиралӑн ятран хатӗрленӗ чӑвашла медалӗсем Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче Владислав Ильин вице-адмиралӑн парнисене тата ятран хатӗрленӗ чӑвашла медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн республика шайӗнче пуҫласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Унта Комсомольски, Шупашкар, Канаш, Тӑвай районӗсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Владислав Ильин Комсомольски районӗнчи Шурут Нурӑс ялӗнче 1948 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗсмете вӑл шыв айӗнчи атом кимӗре электронавигаци ушкӑнӗн командирӗнчен пуҫланӑ. Кӑштахран ӑна атомлӑ кимӗ командирне лартнӑ. Ҫарпа тинӗс академине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 34 ҫулти Владислав Ильин шыв айӗнчи ракета крейсерӗн командирӗ пулса тӑнӑ. 1994 ҫулта пирӗн ентешӗмӗре Ҫарпа тинӗс флочӗн Тӗп штабӑн пуҫлӑх ҫумӗн тивӗҫне шаннӑ. Ҫулталӑкран вӑл пӗрремӗш заместителе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |