Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Канашсем «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурса хутшӑннӑ

Сутатӑп Кроликсем сутатӑп.
Сутатӑп Рулонланӑ утӑ сутатӑп
Пулӑшу (Услуги) Вырӑна ҫитсе сварка ӗҫӗпе пулӑшатпӑр. Сантехниксемпе сварщиксен пулӑшӑвӗ. Харпӑр...
Галина Никитина 07.03.2017 20:26 | 660 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Пикшихри культура ҫуртӗнче «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурс иртнӗ.

Районти пур ялтан тенӗ пекех чӑваш ҫи-пуҫне илсе пынӑ: хӗрарӑмсемпе арҫынсен авалхи пир кӗписене, сурпансене, хуҫалӑхра усӑ курнӑ савӑт-сапана... Ӗлӗкхи тата хальхи вӑхӑтра ӑсталанӑ хушпупа тухьян уйрӑмлӑхне тимлӗ куракансем тӳрех асӑрханӑ.

Жюрире Чãваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чãваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ, халӑх ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫи Зинаида Воронова тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн кафедра ертӳҫи Раиса Васильева пулнӑ.

Уява Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗнчи «Шӗкӗр», Кошнаруй культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем», Татмӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Татмӑш ен», Хирти Катекри «Шевле» ушкӑнсем илем кӳнӗ.

#чӑвашлӑх, #Канаш районӗ, #конкурссем, #Ҫеҫпӗл, #Кошнаруй, #Татмӑш, #Хирти Катек

 

Сӑнсем (75)