Чӑваш Енри сусӑр ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр парасшӑн. Ҫак ыйтӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн Общество палатин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Унта пуҫтарӑннисем нумай ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр парасси ҫинчен калакан республикӑри саккуна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен проекта пӑхса тухнӑ.
Ҫӗр тӳлевсӗр илме тивӗҫҫисен йышне ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма черетре тӑракан виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем кӗретчӗҫ. Хӑш-пӗр регионта списока инвалид-ача ӳстерекенсене те кӗртнӗ. Чӑваш Енре апла ӗмӗтлисем халех пур иккен. Ларӑва, сӑмах май, вӗсенчен хӑшӗсем те хутшӑннӑ.
Статистикӑна ӗненсен, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 282 ҫемье тӑнӑ. Общество палатинче шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене ҫӗр тӳлевсӗр памаллах.