Шупашкар районӗнче ҫамрӑксем валли каҫхи дискотека йӗркелеме пуҫласшӑн. Культура учрежденийӗсенче ташӑ каҫӗсем йӗркелессине сӳтсе явнӑ май райадминистрацин культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Екатерина Кириллова дискотека ирттерме май пуррипе ҫуккине тишкернине пӗлтернӗ. Кунта техника енчен май пуррипе пӗрлех видеосӑнав ӗҫленипе ӗҫлеменнине те шута илмелле.
Йӗрке хуралҫисем вара каҫхи дискотекӑсене хапӑлах мар. РФ Шалти ӗҫсен министерствин полицин участокри уполномоченнӑйӗсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов Ишлейри тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ. Ташӑ каҫӗсене йӗркеленине кура суту-илӳ точкисем те ҫурҫӗрчченех ӗҫлеҫҫӗ иккен. Янӑшрине вара асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачев ырӑ енчен асӑнса хӑварнӑ. Унта канмалли кунсенче ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ташлаттараҫҫӗ пулин те йӗркене пӑсмаҫҫӗ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи ют ҫынсене курсанах вӗсем ӑҫтан килнипе кӑсӑкланать имӗш.