Республикӑра
![]() Чӑваш Енри харӑсах темиҫе массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пуҫлӑхсене шыранине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радио компанийӗн ертӳҫи валли кандидатсенчен заявлени йышӑнма пӑрахнӑ. Конкурса, астӑвасса, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑччӗ. Ку хыпара халӗ республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен сайтӗнче асӑрхамарӑм. Александр Магарина вӑл должноҫрен иртнӗ уйӑхӑн 14-мӗшӗнче хӑтарнӑччӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторне утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче палӑртмалла. Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн сайтӗнче «Советская Чувашия» хаҫат редакторне палӑртма конкурс валли заявленисене ҫӗртмен 14-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтернӗ. Хӑшӗсем вара ку хыпар пирки унчченхи редакторах ҫӗнӗрен ҫирӗплетмелли процедура тесе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иван тунӑ сӑн Ҫӗркаҫ, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӳп-ҫап свалки ҫунма тытӑннӑ. Вырӑнти администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара паян 11 сехетре ҫеҫ сӳнтернӗ. Ку свалкӑна районти мӗн пур ҫӳп-ҫапа килсе тӑкнӑ. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Ҫӑра тӗтӗм ҫывӑхри ялсене ҫитнӗ. «Тӗтӗм пӗр уйӑх пулӗ ӗнтӗ. Торф пек мӑкӑрланса выртӗ. Ку, ахӑртнех, такамӑн ӗҫӗ. Халӑх ӑна хуптарассишӗн пӗрре мар ыйту ҫӗкленӗ, анчах усӑсӑр», — тенӗ ҫав тӑрӑхри Иван. Пушара сӳнтернӗ. Ҫуннӑ вырӑна тӑпрапа хупланӑ. Пӗтӗмпе 70-80 тӑваткал метр ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Футбол енӗпе иртекен Тӗнче чемпионачӗ валли волонтерсем хатӗрлемешкӗн пуҫлаҫҫӗ. Унта Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кунашкал волонтер юхӑмӗ Раҫҫейре чи пысӑкки пуласса шантараҫҫӗ. Унта лекес тесен FIFA сайтӗнче заявка памалла. Чемионат 2018 ҫулта иртӗ. Ун валли 11 хулара волонтерсен 15 центрне тунӑ. Тӗнче шайӗнче иртекен мероприятире 15 пин ытла волонтер ӗҫлӗ. 2017 ҫулта Конфедерацисен Кубокӗ иртӗ. Унта 7 пин волонтер кирлӗ. Заявкӑсене кӗҫех, ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен, йышӑнма тытӑнӗҫ. Ӑна ru.fifa.com/volunteers сайта ямалла. Унта кирлӗ ыйтӑвӑн хуравне тупма, волонтерсен ӗҫӗ пирки пӗлме те пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑрӑх кунсем ҫитрӗҫ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – шывра пӑтӑрмахсем пулнӑ. Пӗр кунра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Икӗ арҫын ача тата арҫын шывран тухайман. Пӑтӑрмахсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Шахчӑр ялӗнче пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗвере 1952 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна пулӑҫсем асӑрханӑ. Тепӗр инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗнкас ялӗнче пулнӑ. Унта 2006 тата 2011 ҫулта ҫуралнӑ ачасем путса вилнӗ. Халӗ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те оперативлӑ следстви мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Эсӗ манӑн тӗлӗке килетӗн…» куравра Православи тухтарӗсен обществин медсестрисемпе ыркӑмӑллӑх сестрисем Афган вӑрҫинче пулнӑ медсестрасемпе тӗл пулнӑ. Ӑшшӑн калаҫса ларнӑ, экскурси ирттернӗ. 1980 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри 10 хӗрарӑма Афганистана аманнисене сиплеме янӑ. Наталия Максимовӑпа Тамара Петрова Афганистанра 1981 ҫулхи юпа уйӑхӗччен пулнӑ. Вӗсем палатӑсенче пурӑннӑ. Госпитальте палаткӑра пулнӑ. Условисем пулман. Медиксем салтаксене леш тӗнчерен кӑларнӑ тесен те йӑнӑш мар. Пирвайхи ҫулсенче медиксене питӗ йывӑр килнӗ. Тухтӑрсем ҫитмен, таса шыв та пулман. Совет Союзӗнче тахҫанах маннӑ инфекцисем ҫеҫ ӗрченӗ. Кун пирки пухӑннисене Наталия Максимова, Тамара Петрова, Светлана Егорова, Елена Алексеева каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлесем ыйтнипе «Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса «лармалли» вакун кӗртнӗ. Кун пирки «Раҫҫей чукун ҫулӗ» АУОн филиалӗ пӗлтерет. Паянтан, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫынсем тата Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ ыйтнипе ҫӳлерех асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса лармалли вырӑнсемлӗ вакун кӗртнӗ. Ку улшӑнӑва «студентсене илсе ҫӳремешкӗн» йышӑннӑ. Хушма вакуна эрнекунсерен яраҫҫӗ. Хусантан вара вӑл вырсарникун кайӗ. Пуйӑс Чӑваш Енре тӑватӑ вырӑнта чарӑнӗ: Ҫӗмӗрлере, Вӑрнарта, Канашра, Вӑрмарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Владикавказра арҫынсемпе хӗрарӑмсен хушшинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ку – Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма тивӗҫлӗ кандидатсен суйлавӗ. Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Баймулкина 58 килограмм тайман виҫе категорийӗнче чемпион титулне ҫӗнсе илнӗ. Вӑйлӑ конкурентсемпе вӑй виҫсе вӑл икӗ кӗмӗл, пӗр пӑхӑр медальсене тата Раҫҫей вице-чемпионкин ятне тивӗҫнӗ. Геннадий Иванов патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 87 килограмм таякан штангӑна йӑтнӑ. Ӑна тӗртсе 107 килограмм ҫӗклеме пултарнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре ку 194 килогрампа танлашнӑ. Ҫапла Ирина кӗмел медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле зачетра пирӗн ентеш ҫӗнтерӳҫе, Мӑкшӑ Республикинчи Наталья Гришинӑна, виҫӗ килограмм ҫеҫ выляса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашлӑха туйма, тӑван чӗлхепе пуплеме хӑнӑхтармалла. Хӑш-пӗр ача пахчисем ку енӗпе питӗ маттур. Уйрӑмах — Шупашкарти 143-мӗш ача пахчи. Ҫак кунсенче асӑннӑ ача пахчине «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ концертпа килнӗ. Ансамбль ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Леонид Захаров. Концерт программи пуян пулнӑ. Ачасем валли тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Репертуарта чӑвашсен ӗлӗкхи юррисем, йӑли-йӗркисем пулнӑ. Ансамбль пулӑшнипе ачасем чӑвашсен культурипе паллашнӑ. Хӗрарӑмсен илемлӗ наци тумӗ, интереслӗ постановкӑсем шӑпӑрлансене питӗ килӗшнӗ. Шупашкарти 143-мӗш ача пахчинчен ыттисен тӗслӗх илмелли пурах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Прокуратурин ӗҫченӗсем Александр Петрович Лбовӑн вилтӑприне йӗркене кӗртнӗ. Ӑна 1922 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн пӗрремӗш прокурорне лартнӑ. Ку должноҫра вӑл 1928 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хӑй ирӗкӗпех кайнӑ вӑл. Кайран халӑх хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Лбова 1937 ҫулта арестленӗ. Вӑл контрреволюционер имӗш пулнӑ. Ӑна тӳрленмелли лагере 10 ҫуллӑха янӑ. Ирӗке тухсан тепӗр икӗ ҫултан каллех арестленӗ. Контрреволюциллӗ пропагандӑпа тата агитаципе ӗҫленӗ тесе айӑпланӑ. Ӑна Красноярск крайне мӗн виличченех ссылкӑна ӑсатнӑ. 1956 ҫулта ӑна реабилитациленӗ те вӑл Чӑваш Ене таврӑннӑ. Александр Лбов 1975 ҫулта вилнӗ. Пӗрремӗш прокурорӑн вилтӑпри — Шупашкар районӗнче. Вӑл унччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне (праймеризне) пӗтӗмлетнӗ. Ку тӗлӗшпе пресс-конференци иртнӗ. Парти списокӗнче РФ Патшалӑх Думин вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова мала тухнӑ. Уншӑн суйлава пынӑ ҫынсен 75 проценчӗ сасӑланӑ. Пӗр мандатлӑ округсен ҫӗнтерӳҫисене те палӑртнӑ. Вӗсем — иккӗн. Канаш районӗпе Николай Малов мала тухнӑ (64%). Шупашкар районӗпе вара Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ҫӗнтернӗ. Уншӑн 84 проценчӗ сасӑланӑ. Республика ҫыннисем праймериза хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Раҫҫейӗпе илсен, Чӑваш Енре ку кӑтарту чи пысӑккисенчен пӗри. Леонид Черкесов умсуйлав йӗркеллӗ иртнине, суйлав участокӗсем лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ. Алена Аршинова хӑш-пӗр участокра черет пулнине каланӑ. Анчах ку, унӑн шухӑшӗпе, пирвайхи опыт пулнӑран ҫапла килсе тухнӑ. Малашне ку енӗпе кӑлтӑксем пулмасса шанать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |