Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускав хулин думин комиссийӗ хулара чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫине, чӑваш алфавичӗн йӗркелӳҫине Иван Яковлева халалланӑ палӑка лартас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ыйтӑва сӳтсе явас ҫӗре элчелӗх пайташӗсем, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ, Раҫҫей архитекторӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Владимир Филатов хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Иван Яковлевӑн Чӗмпӗрте вырнаҫтарнӑ палӑкӗн авторӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Нагорнов скульптор та пулнӑ. Палӑка Мускаври Пысӑк Уҫланкӑ урамӗнче лартма палӑртнӑ. Ку «Полянка» метро станцийӗнчен инҫех мар. Палӑка лартсан сквер та Иван Яковлев ячӗпе хисепленӗ. Ку ыйтӑва Якиманка муниципалитет округӗнче ҫу уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӗкленӗ ӗнтӗ. Анчах ун чухне палӑк вырӑнне тӗплӗн тишкерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Руль умне правсӑр ларакансемшӗн Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫул-йӗрӗ хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗн подразделенийӗсен тата Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн управленийӗн ӗҫченӗсене явап тыттарнӑ. Ведомство шайӗнче ирттернӗ канашлура министр водитель удостовернийӗ ҫук ҫынсем руль умне ларасран профилактика енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменшӗн ӳпкеленӗ. Ӳпкеленӗ кӑна та мар, ҫирӗп асӑрхаттарнӑ. Пӑтӑрмахсем ӳлӗмрен тата сиксе тухсан яваплисене ӗҫ вырӑнӗнчен хӑтарасси пирки те систернӗ министр ирттернӗ канашлура. Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Шупашкар хулин сити менеджерӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ правасӑрах руль умне ларнӑ, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса умри урапаран иртме хӑтланса тепӗр машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫапла, Шупашкар хӗрачин ӗҫне мультфильмра усӑ курӗҫ. Амурпа Тимур юлташсем ҫинчен калакан пластелин мультфильмӗ валли ӳкерчӗксем хатӗрлессипе Пӗтӗм тӗнчери конкурс ирттернӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Анна Орлова шкул ачи ҫӗнтернӗ. Тинӗсҫумри сафари-парк Аня ӗҫне Раҫҫейрисенчен чи лайӑххи тесе хакланӑ. Конкурса пӗтӗмпе 9 ҫӗршывран, ҫав шутра Донецкпа Луганск хулисенчен те, арҫын ачасемпе хӗрачасем хаваспах тата хастаррӑн хутшӑннӑ. Конкурса ҫитнӗ 636 ӗҫ авторӗсем пурте ачасем. Вӗсем - 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи авторсем. Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан хӗрача та хӑйӗн ӳкерес ӑсталӑхне пултарулӑх конкурсӗнче, пӗтӗм тӗнче шайӗнче, тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Тӑрӑшни, чӑн та, сая кайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Пӑтӑрмахсем
Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма-пуҫтахланма юрать-и? Ахаль, пирӗн пек ҫынсен ачисемпе танлаштарсан вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Ята кӗрсен вӗсене пурне те пӗр пек ӳпкелемелле-ятламалла-и е вӗсене те кусене те пӗр пек шеллесе хӗрхенмелле-и? Ҫак ыйтусене кашни ҫын тӗрлӗрен хуравласси пирки пӗртте иккӗленместӗп. Темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 29-мӗш каҫхине, ҫурҫӗр иртсен, Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырчӗ-ха. Ҫул-йӗрти инкек, шел те, вӗҫӗм пулать те, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр те курӑнать. Ҫук-ха, ҫухату тӳсекенсем, шар куракансем ниепле те хӑнӑхаймӗҫ. Усал хыпар-хӑнара МИХсенче илтсе йӑлӑхни пирки каласшӑнччӗ эпӗ. Анчах халӗ эпир асӑннӑ инкекре Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ айӑплине палӑртнӑ. Ҫакскерӗн руль умне ларма ирӗкӗ те пулман: урапана тытса пыма ирӗк паракан правана 18 тултарсан кӑна параҫҫӗ-ҫке. Инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн ҫынсен тӗрлӗ ыйту ҫуралнине ӑнланма пулать: 17-ри каччӑна ашшӗ-амӑшӗ мӗн тесе руль умне ларма ирӗк панӑ? Каҫхи клубран таврӑнакан ҫамрӑк эрех сыпнине, ҫавӑнпах вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма хирӗҫленине калаҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умӗнче ӳсӗр пулнишӗн ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ. Ку хыпара ZaRulem.ws автопорталта ҫырнӑ-мӗн. Ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе хӑйне кӑнттам тытнӑ теҫҫӗ. А226АА 21 патшалӑх номерӗллӗ «Nissan Teana» маркӑллӑ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ пуҫлӑх ӗҫне пӑхса тухма миравай тӳресен Шупашкар районӗнчи 2-мӗш участокне ярса панӑ. Ӗҫе хальлӗхе пӑхса тухса тухса татӑклӑ йышӑну тӑвайман иккен-ха: суд ларӑвне тӗрлӗ сӑлтава пула темиҫе хутчен те куҫарма тивнӗ. Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Резниковпа Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗнсенчен пӗринпе, 68-мӗш номерлипе Владимир Доброхотова транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗнчен хӑтарнӑ. Сӑлтавне ӑнлантарман. Анчах кун пирки Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче Михаил Игнатьева экс-министра ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу суннине каланӑ. Транспорт тата ҫул-йӗр министрне вара Михаил Резникова лартнӑ. Вӑл паянччен Чӑваш Ен правительствинчен премьер-министрӑн ҫумӗ шутланӑччӗ. Министр пуканне шанасси пирки калакан хушура ӑна унчченхи должноҫрен хӑтарассине палӑртнине шута илсен вӑл вице-премьер пулма пӑрахассине пӗлтернине ӑнланма йывӑр мар. Министр пӳлӗмне Михаил Резникова паянах куҫса ларнӑ, асӑннӑ ведомство структуринче те унӑн хушамачӗ тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлемесӗрех ӗҫленӗҫи тӑваҫҫӗ. Ку ыйтӑва ятарласа сӳтсе явман пулсан та ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче хускатнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку отрасльти лару-тӑрӑва тишкернӗ май лайӑххипе пӗрлех начаррине те палӑртнӑ. Канашлура пулнӑ «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Артамонов министр «ырӑ улшӑнусемпе пӗрлех йывӑрлӑх та чылай. Сӑмахран, ял хуҫалӑх организацийӗсенче вакантлӑ вырӑн нумай. Ертӳҫӗсем ӗҫе илме кадрсем тупаймаҫҫӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Диплом илсен пысӑкрах пайӗ пурнӑҫа ялпа ҫыхӑнтармасть. «Мӗншӗн тесен хуҫалӑхсенче ӗҫ укҫи пӗчӗк», — хурав панӑ соцыйтӑм ирттернисене. Хуҫалӑх ертӳҫисен докуменчӗсенче студентсем практикӑра пулмасӑрах «пулнӑ» тесе ҫирӗплетеҫҫӗ», — тесе каланӑ. Ку хыпар Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тӗлӗнтернӗ. «Камсем алӑ пусаҫҫӗ? Мӗншӗн суяҫҫӗ? Ку ӗҫе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорӗн ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсенчен, 5-мӗш курссенчен, ӗҫе вырнаҫни пирки справка ыйтаҫҫӗ-мӗн. Унсӑрӑн диплом памаҫҫӗ. Кун пирки студентсем хӑйсемех пӗлтереҫҫӗ. «Про Город» редакцине университетри историпе филологи факультетӗнче вӗренекен хӗр килнӗ. Вӑл ку лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Унӑн пӗлӗшӗ урлӑ ача пахчинче ӗҫлетӗп тесе справка тума тивнӗ. Халӗ вӑл патшалӑх экзаменне тытма, диплома хӳтӗлеме хатӗрленет. Ҫав хушӑрах шкулта ӗҫ вырӑнӗ шырать. Хӑшӗ-пӗри справкӑна укҫалла туяннине пӗлтернӗ вӑл. Кунашкал лару-тӑру пирки вӑл ниҫта та илтмен. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакна ЧППУ танлаштарӑмне ӳстерессишӗн тӑваҫҫӗ. Университетра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна Рособрнадзор ыйтать. Ку вӗренӳ мониторингӗ валли кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта сцена ҫинче 1 пин ытл ача пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫал конкурс юбилейне паллӑ тӑвӗ. Концерта 13 ансамбль, 13 вокалист килӗ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкартан, Тӑвайран, Вӑрнартан, Кӳкеҫрен. Уяв концертӗнче ачасем малти вырӑнсене йышӑнассишӗн тупӑшмӗҫ. Сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухӗҫ. Чӑваш юррисене вӗсем валли пӗлтӗр композиторсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ ҫынсем ҫырнӑ. Ку таранччен «Мехеле» республикӑри пур районтан та килнӗ. Хӑшӗ-пӗри кун хыҫҫӑн артист пулнӑ. Проект ҫулсерен аталанса пырать. «Мехел» ачасене те, аслисене те пӗр тӗвве пухма пулӑшать. Конкурса телекуравпа, «Раҫҫей 1» каналпа, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, математика предмечӗпе патшалӑхан пӗрлӗхле экзаменӗ иртнӗ. Вӑл база шайӗнчи пулнӑ. Анчах экзамен пӑтӑрмахсӑр иртмен. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн аудиторирен кӑларса янӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче пулнӑ. Сӑмах май, математика енӗпе 5212 ҫын экзамен тытнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлӗҫ. Тепӗр экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр математика предмечӗпе профиль шайӗнче экзамен тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |