Пӗлтерӳ
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялта пурӑнмалли пӗр хутлӑ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вута сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑм виллине тупнӑ. Шар курнисенчен пӗри 66-ра пулнӑ, тепри — 93-ре. Инкек вӑхӑтӗнче, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, кил хуҫи арҫынӗ мунча хутма тухнӑ. Ҫӑвӑнмалли ҫав ҫурта пӳрт ҫумӗнче, ҫенӗкпе юнашар пулнӑ. Пушар ҫавӑнта тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Икӗ хӗрарӑм сӗрӗмпе шар курма пултарнӑ. Ҫапах та пысӑк инкекӗн тӗп сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ. Вӗсем ӗнерех тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пушар сӑлтавӗ хальлӗхе темиҫе те пулма пултарнине палӑртаҫҫӗ. Сӑмах май, вутра кӳршӗсен пӳрчӗ те шар курнӑ. Икӗ хуҫалӑхӑн та хуралтисем ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |