Елчӗк районӗнче ретро-автомобиль службӑна тухӗ. Ӑна пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем хӑйсен вӑйӗпе юсанӑ.
Паян пушар чаҫӗсенче унашкал машинӑсем ҫук ӗнтӗ. Вӗсен вырӑнне хальхи йышши «тимӗр урхамахсем» ӗҫлеҫҫӗ. Елчӗкри пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем республикӑри пӗр районта ретро-машина тупнӑ та ӑна юсаса ҫӗнетме шухӑшланӑ.
Юсамашкӑн вӑхӑт сахал мар кирлӗ пулнӑ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ҫӗнелнӗ ретро-машина пушар чаҫӗн гаражӗнчен тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: кунашкал машинӑсемпе иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче усӑ курнӑ. Чӑтӑмлӑскерсем нумая пынӑ. Хӑш-пӗр машинӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче те колхозсенче, совхозсенче, пысӑках мар предприятисенче курма май пулнӑ.