Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пӗр ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ют ҫын килне кӗрсе кӑлпасси ҫинӗшӗн айӑпласшӑн. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пӳртне кӗнӗ. Вӑл ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Хайхи арҫын пӳрте кӗнӗ, анчах унта никам та пулман. Нумай шухӑшласа тӑман вӑл — холодильник уҫнӑ. Унта пӗр татӑк кӑлпасси выртнӑ. Арҫын ӑна ҫисе янӑ. Тутӑ хырӑмпа хайхискер верандӑра ҫывӑрма выртнӑ. Тӳре-шара киле ҫитсен арҫынна асӑрханӑ. Вӑл хӑнана кайма ыйтнӑ, анчах лешӗ итлемен. Ирӗксӗрех полицейскисене чӗнме тивнӗ. Палӑртмалла: ҫак арҫынна 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче урапа вӑрланӑшӑн 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Мӑсӑльмансен Хӑрпан пайрамӗ ҫитнӗ май, чӑваш чӗлхинче упраннӑ арап сӑмахӗсене тӗпӗр хут аса илессӗм килчӗ. Нумайӑшӗ тӗнпе йӑла пулӑмӗсене, хӑшӗ пӗри хаклава, палла ят параҫҫӗ.
Хӑрпан – قربان Телей – طالع Хавас – هوس Лайӑх – لايق Айӑп – عيب Ӑслай – اصول Эрех – عرقى Мухмӑр – مخمور Этем – آدم Хапӑл – قبول Хатӗр – حاضر Хӑват – قوّة Пайта – فائدة Шар – شرّ
Словарьсенче ку сӑмахсене ҫырса кӑтартнӑ-ха.
Ҫырса кӑтартманнисемпе пайлаш терӗм. Кусем арап чӗлхинче куҫса килни куҫкӗрет.
Чи усал сӑмахӑмӑр та арапранах. Ваттисем “Хӗрарӑм усалтан та усал” тени пур. Чӗлхере те ҫак киревсӗр ӑс-хакӑл сӑнланнӑ. Ка#ҫа – فاحشة (факҫа –> *пакҫа )
Тата Паллах “конечно” сӑмах Арапранах. Чӑвашла “паллӑ + ах” пек туйӑнать пулин те, арапсем, аякри тӗрӗк (турккӑла vallahi) усӑ курнӑ междометиех. والله валлахи икӗ сӑмахран тӑрать: “ва” – чӑваш чӗлхинче вӑл пӗрлелӗх падежӗн -па/-пе аффиксӗ пулса тӑнӑ, тата “аллах” – турӑ. |
Хулара
![]() Шупашкарта археологи шыравӗ вӑхӑтӗнче тепӗр ӗлӗкхи кӑмака тупнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӑна тӗпчеҫҫӗ. Шырав Ярославль урамӗнчи 29-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулнӑ. Кӑмакана шӑпах унта тупнӑ. «Шупашкарти производство комплексӗ» археологи еткерне халӗ тишкереҫҫӗ. Кӑмака виҫӗ камерӑран тӑрать. Вӗсене 9х16х32 калӑпӑшлӑ кирпӗчрен хатӗрленӗ. Специалистен шухӑшӗпе, ахӑртнех, унпа кирпӗч туса кӑларнӑ ҫӗрте усӑ курнӑ. Вӗсенчен вара Ярославль урамӗнчи ҫуртсене тунӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑмака XVII-XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 2018 ҫулта Корейӑри Пхенчханра хӗллехи Олимп вӑййисем иртӗҫ. Унта кайма пултаракан спортсменсене укҫа парса хавхалантарӗҫ. Ҫак кунсенче Иван Моторин премьер-министр чӑваш спортсменӗсене стипенди парасси пирки распоряжение алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ спортсменсем 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен уйӑхсерен 30 пин тенкӗ стипенди илӗҫ. Ҫав йыша Татьяна Акимова биатлонистка, Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ кӗнӗ. Резерва кӗнӗ спортсменсем уйӑхсерен 15 пин тенкӗ илӗҫ. Вӑл йышра — Лана Прусакова фристайлҫӑ тата Вячеслав Акимов биатлонист. Пур стипендиат та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял праҫникне паллӑ тума пухӑннӑ. Ял самаях пысӑк. Унта 305 кил шутланать, 444 ҫын пурӑнать. Малтанах вӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров саламланӑ. Унтан Шаккӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ираида Андреева сӑмах илнӗ. Ираида Андреева общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене — Галина Даниловӑна, Николай Данилова, Олег Кошкина, Николай Антонова, Петр Иванова, Вячеслав Иванова — тав ҫырӑвӗпе тата пылак парнепе чысланӑ. Пӗрле нумай ҫул пурӑннӑ мӑшӑрсене те палӑртнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене те чысланӑ: Григорьевсене, Даниловсене, Кошкинсене, Павловсене. Ял ҫыннисене концертпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялтан килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Кайран ял халӑхӗ шӳрпе ҫинӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвалама хушнӑ Республикӑри ытти район-хулапа танлаштарсан Ҫӗрпӳ районӗнче ӗҫсӗр ҫынсем сахал. Унта ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвалама ӑнтӑлакансене пуринчен сахал шута илнӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,21 процент кӑна иккен. Куславкка тата Комсомольски районӗсенче те ӗҫсӗррисем сахал: 0,28-шар процент кӑна. Паянхи куна илсен республикӑра официаллӑ майпа 4935 ӗссӗр ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл вӑйпттисен 0,74 проценчӗ пулать. Кашни ӗҫсӗр пуҫне миҫӗ ваканси пуррине те шута илсе пыраҫӗ. Ку цифра республикӑра 0,32 единицӑпа танлашать. Ҫак цифра Комсомольски районӗнче — 0,16 единица, Куславкка районӗнче — 0,16 единица, Ҫӗрпӳ районӗнче — 0,14 единица. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл районсенче ӗҫ тупма ҫӑмӑлрах теме пулать. Анчах ку вӑл — официаллӑ цифрӑсене ӗненсен. Ӗҫ сӗнекенсем, тӗрӗссипе, епле специальность пуррине, миҫерине те пӑхаҫҫӗ, пули-пулми илме васкасах каймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Романов тӳре. «За рулем» форумри сӑнӳкерчӗк Ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне 60 ҫулхи хӗрарӑмпа Шупашкарти Ленин районӗн мировой тӳри В.Б. Романов хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Урапа рульне тытса пыракан тӳре Вӑрмар районӗнче ҫулпа пынӑ чухне машинӑран сиксе тухса ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ. Каярах тӳре руль умӗнче ӳсӗр пулни ҫиеле тухнӑ. Хӗренкӗ тӳре ватӑ хӗрарӑмӑн аллине ыраттарнӑ тесе калаҫҫӗ. Кайран тӳре вырӑнтан кайма пӑхнӑ, анчах ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Пӑтӑрмахлӑ истори вӗҫне республикӑн Аслӑ сучӗн тӳресен квалификациллӗ коллегийӗ хӑйне евӗр пӑнчӑ лартнӑ: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл ӗҫтешӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе килӗшнине пӗлтернӗ. Кунпа килӗшмесӗр тӳре ваккачӗ Мускаври судах ҫитнӗ. Анчах унтисем кунтисен йышӑнӑвне пӑрахӑҫламаннине кура тӳрен суд тенкелӗ ҫине лармах тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр районӗнчи вулавӑшсем ӗнер урӑлӑх кунне уявланӑ. Ку куна пуҫласа 1913 ҫулта палӑртма тытӑннӑ. Ӑна чиркӳре ӗҫлекенсем Питӗрте пуҫарнӑ. Тепӗр ҫулхи пуш уйӑхӗнче Вырӑс православи чиркӗвӗн аслӑ пухӑвӗ (Синод) Урӑлах кунне ҫулсерен ирттерес тесе йышӑннӑ. Улатӑр районӗнчи культура ӗҫченӗсем калаҫусем, шухӑшлав саманчӗсем, информаци сехечӗсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Энтриелти вулавӑшра вырӑнти шкулта 11-мӗш класра вӗренекенсемпе «Легко начать, трудно остановиться» (чӑв. Пуҫлама ҫӑмӑл, чарӑнма йывӑр) темӑпа Г.И. Трошкина библиотекарь калаҫу ирттернӗ. Кувакинӑри вулавӑшра аслӑ класри ачасене пухса Г.Г. Никитина библиотекарь эрех-сӑра ӳсекен организма епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарнӑ. Иваньково-Ленино вулавӑшӗнче С.Б. Шугурова библиотекарь «Бережем свое здоровье» (чӑв. Хамӑр сывлӑха сыхлар) темӑпа профилактика сехечӗ йӗркеленӗ. Междуречье вулавӑшӗ «Трезвость – норма жизни» (чӑв. Урӑ пурнӑҫ — пурнӑҫ йӑли) мероприяти йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ӗнер ял уявӗ иртрӗ. Ӑна спортпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ку ялта спортпа туслӑ ҫынсем сахал мар. Спорт мастерӗсене ял сахал мар ӳстернӗ. Чи малтанах спорт уявне ачасем уҫрӗҫ — вӗсем ӑмӑртмалла велосипедпа ярӑнчӗҫ. Шкула каяканнисем те, ача пахчине ҫӳрекенсем те педаль ҫавӑрчӗҫ. Ял уявӗ вырӑнти тӳре-шарасӑр иртмерӗ. Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов пухӑннӑ халӑха уяв ячӗпе саламларӗ, ялти хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Уйрӑм парне ялти чи ватӑ кинемее лекрӗ. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул тата ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ. Ял уявне вӗтӗ ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ, ял халӑхӗ пӗчӗк концертра савӑнчӗ. |
Ӳнер
![]() Авӑн уйӑхӗн 23—24-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче «Тюркская культура и тюркское мировоззрение» (чӑв. Тӗрӗк культури тата тӗрӗк тӗнче курӑмӗ) ятпа документлӑ фильмсен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗ иртессине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Анчах унта хутшӑнас текенсенчен заявкӑсене иртнӗ уйӑхра йышӑнма пӑрахнӑ. Кино ӳкерекенсен ҫапах та тепӗр фестивале хутшӑнма май пур. Ку вӑл — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗ. Фильм ӳкерекенсен конкурсӗн положенине республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче иртнӗ пухурах ҫирӗплетсе хӑварнӑччӗ. «Асам» юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен иртӗ. «Лучший художественный фильм» (чӑв. Чи лайӑх илемлӗ фильм), «Лучший документальный фильм» (чӑв. Чи лайӑх документлӑ фильм), «Лучший короткометражный фильм» (чӑв. Кӗске метражлӑ чи лайӑх фильм), «Лучший анимационный фильм» (чӑв. Анимацилле чи лайӑх фильм) номинацисемпе ҫӗнтернисене ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртекен Шупашкарти кинофестивале сӗнессине пӗлтереҫҫӗ. Фестивале чӑвашла тата вырӑсла фильмсене йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |