Кӑҫал Пӑрачкав районӗнче Африка мурӗ пулчӗ. Халӗ унта карантин мар ӗнтӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ.
Напольное ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийӗ суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл Африка мурӗ пуҫланнине пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ.
Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 14-мӗшӗччен заведующи ялти икӗ ҫыннӑн сыснисене сипленӗ. Чӗрчунсем Африка мурӗпе чирлени палӑрнӑ ӗнтӗ, ҫапах вӑл никама та пӗлтермен. Ҫурлан 5-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче икӗ сысна вилнӗ. Ветеринар тӗпчев ирттерес, ҫӳлтисене кун пирки пӗлтерес вырӑнне хуҫисене чӗрчунсене ял хӗррине пытарма сӗннӗ.
Кӑштахран тепӗр ҫыннӑн сысна вилнӗ. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ Африка мурӗ пирки пӗлтернӗ, карантина хупнӑ.
Заведующин икӗ машинине арестленӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.