Республикӑра
![]() Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри чылай регион хӑмла ӳстерессипе ӗҫленӗ. Анчах ку ӗҫ майӗпен пӑчланса юлнӑ. Халӗ ку енӗпе ӗҫлекен сахал. Раҫҫейре туса илекен хӑмлан 90 проценчӗ — Чӑваш Енрен. Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Евгений Громыко ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта сӑра вӗретес ыйтусене хускатнӑ. Раҫҫейре туса илнӗ хӑмлана ют ҫӗршывран кӳрсе килнисем хӗссех пыраҫҫӗ. Ятарлӑ техника тӗлӗшпе те ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ. Канашлура Чӑваш Енре 2020 ҫул тӗлне хӑмла туса илессине 500 тонна таран ҫитересси пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова шкулсен тата ача пахчисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Тӳрех палӑртмалла: нумаях пулмасть Новосибирск хулинче канашлу иртнӗ. Ӑна вӗренӳпе ӑслӑлӑха халалланӑ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Чылай регионта шкулсем ҫитменни палӑрнӑ. Чӑваш Енре те ҫакнашкал лару-тӑру. Пирӗн шкулсем 13 процент ытларах тулнӑ. Лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра улшӑнмасть-тӗк ку кӑтарту 25–30 процентпа танлашма пултарать. Тӗлпулура Алена Аршинова кӗҫех ҫӗнӗ шкулсем хута каясси пирки каланӑ. Анчах кадрсем ҫитменни — ҫивӗч ыйту. Вӗрентекенсем ансат сӗнӳ панӑ — ӗҫ укҫине ӳстермелле. Мӗншӗн тесен шкулсемпе ача пахчисене ҫамрӑксем ӗҫлеме килесшӗн мар. Вӗренӳ тытӑмне бюрократизацилес ыйтӑва та хускатнӑ. Новосибирскра Дмитрий Медведев вӗрентекенсен отчечӗсене сахаллатма сӗннӗ. Алена Аршинова кунашкал тӗлпулусем малашне те иртессине пӗлтернӗ. Вӗрентекенсен сӗнӗвӗсене вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене калама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ, ӗнер Ҫеҫпӗл Мишшине асӑнса унӑн палӑкӗ умӗнче сӑвӑ вуласа митинг ирттерчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче (вӑл ӗлӗкренпе кӗҫнерникуне лекет) Шупашкарти иккӗмӗш ҫӑвара канлӗх тупнӑ Ҫеҫпӗл Мишши амӑшне те асӑнчӗҫ. Николаева Агафия Николаевнӑна (1879.02.21–1970.12.07) асӑнма тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, чӑваш халӑхӗн историне тӗпчекен Сергей Щербаков ҫитрӗҫ. Вӗсем паллӑ поэтӑн амӑшне чӑваш йӑлипе ҫӑкӑрпа тата ытти апат-ҫимӗҫпе асӑнчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑпри ӑҫта вырнаҫни пӗр хушӑ ҫухатнӑ пулнӑ. Вӑл ӑҫта выртнине темиҫе ҫул каялла кӑна тупнӑччӗ. Вӑл тапхӑрта Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн вилтӑприне юнашар канлех тупнӑ ачан амӑшӗ пӑхса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та асӑнма килекенсем 9 ҫулта куҫне хупнӑ Виталине те пылак ҫимӗҫпе асӑнмасӑр иртсе каймаҫҫӗ. |
Политика
![]() Игорь Нарышкин «Ӑшӑ вырӑн» пушӑ пулмасть тетчӗҫ-и-ха ҫав? Ҫаплах пуль ҫав. Депутат мандатне ӑшӑ тесе калаймӑпӑр та, ҫапах та вӑл пукана хапсӑнакансем ҫук мар. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Коммунистсен партийӗнчен тухнӑ Дмитрий Евсеев хӑйне валли урӑх вырӑн куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Дмитрий Евсеев партирен кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Маларах Дмитрий Евсеев чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне куҫрӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗнче коммунист-депутат мандатне паянхи сессире Игорь Нарышкина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Вырӑнти хыснасен пурлӑх пайне тултарма хушма ҫӑлкуҫ шырасси муниципалитетсемшӗн актуаллӑ тӗллев шутланать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитетӗнче. Ведомство тӗмсӗлнӗ тӑрӑх, укҫа ҫӑлкуҫӗнчен пӗри - вилнӗ ҫынсен куҫман пурлӑхне харпӑрлӑха илни. Леш тӗнчене ӑсаннисен пурлӑхне вӗсен тӑван-пӗтенӗпе тупӑша-тупӑша илмӗҫ-ха. Эткерлӗхе хӑйсем ҫине ҫыртаракансем тупӑнмасан муниципалитетсем вилнисенчен юлнӑ пуянлӑха — ҫӗре, пӳрте — ял тата хула тӑрӑхӗсем ҫине куҫарма май пур. Хальхи вӑхӑтра республикӑра ун пек пурлӑха 2005 штук шута илнӗ, вӗсенчен 91 объекта муниципалитетсем харпӑрлӑха куҫарнӑ. Ҫӗнӗ хуҫасем вӑл пурлӑха аукционта сутма палӑртаҫҫӗ, кирлӗ пулсан нумай ачаллисене уйӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() «Ҫеҫпӗл» фильма ӳкернӗ чухнехи самантсем Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музея «Ҫеҫпӗл» фильма кӗмен кадрсем лекнӗ. Кун пирки аваллӑх управҫин ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ҫеҫпӗл Мишши музейне Юрий Данилович Самсоновӑн архивӗнчи чаплӑ сӑнӳкерчӗксем лекнӗ. Пӗтӗмпе сакӑр фото. Сӑнӳкерчӗкре Юрий Данилович Ҫеҫпӗл Мишшин ашшӗн, Кузьма Федоровичӑн, сӑнарӗнче калӑпланнӑ. Паха фотоматериала музея Чӑвашрадио корреспонденчӗ Галина Вастрюкова ӗнер парнеленӗ. Антонина Андреева ҫырнӑ тӑрӑх, фильма Ҫеҫпӗле (сӑнара Иосиф Дмитриев калӑпланӑ) тата Рожкова (рольте — Виктор Шульгин) Свяижскра ӳкернӗ лайӑх кадрсем лекмен. «Ҫеҫпӗлпе Покрышкин тӗрмери камерӑра» эпизодри сӑнӳкерчӗксем те халиччен ниҫта та пичетленмен. «Чӑваш ҫыравҫисем фильма хатӗрлекенсемпе тӗл пулни те ырӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — тет музей ертӳҫи. Юрий Самсонов фотоӳкерчӗкӗсем «Здесь снимали фильм «Сеспель» (чӑв. Кунта «Ҫеҫпӗл» фильм ӳкернӗ) куравра вырӑн тупӗҫ. Куравпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗччен музейра паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Мордвинов бюсчӗ ҫапларах пулӗ Етӗрнере СССР халӑх артисчӗн Николай Мордвиновӑн палӑкне уҫасшӑн. Палӑка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ку енӗпе халӗ Раҫҫей художникӗсен Питӗрти правленийӗн ертӳҫи Альберт Чаркин скульптор ӗҫлет. Паллӑ артистӑн палӑкне уҫас ыйтӑва Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк никӗсне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ямалла. Бюста авӑн уйӑхӗнче уҫасшӑн. Николай Мордвинов 1901 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Етӗрнере, купса ҫемйинче ҫуралнӑ. Ю. А. Завадскийӑн театр-студинче вӗреннӗ. 1940 ҫулта ӑна Моссовет ячӗллӗ Мускаври академи драма театрне ӗҫе илеҫҫӗ. 1935 ҫултах вӑл кинора ӳкерӗнме тытӑннӑ. «Последний табор» (чӑв. Юлашки тапӑр) фильмра вӑл Юдко чикана вылянӑ, «Маскарадра» — Арбенина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центрсем хушшинче республика шайӗнчи конкурс иртнӗ. Ӑмӑртӑва темиҫе номинаципе йӗркеленӗ. «Нумай ӗҫ тӑвакан центрӑн чи лайӑх универсаллӑ специалисчӗ» ята Шупашкарти центрта ӗҫлекен Ольга Чернова тивӗҫнӗ. Етӗрнери центрта тӑрӑшакан Валентина Степанова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нина Рамеева — виҫҫӗмӗш. Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсене хӑйсене те хакланӑ. Чи лайӑххи тесе Елчӗк районӗнчине палӑртнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенчи нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем тухнӑ. Центрсенче персонала епле ертсе пынине те хакланӑ. Тӳресен шучӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчине ҫитекен тупӑнман. Елчӗк районӗнчине тата Улатӑр хулинчине те пысӑка хурса хакланӑ май иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑра кирпӗч чи ӑста хуракансем «Тус» предприятире ӗҫлеҫҫӗ. «Лучший каменщик Чувашии — 2016» (чӑв. Чӑваш Енри кирпӗч чи лайӑх хуракан – 2016) конкурса республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви кирпӗч хуракансен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленине пӗлтерет. Хальхи ӑмӑртӑва 7 организацинчи 10 звено хутшӑннӑ. Тӳресем кирпӗч хуракансен ӗҫ калӑпӑшне кӑна мар, пахалӑхне те хакланӑ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене епле пӑхӑннине те шута илнӗ. Пуринчен ытла балл пухнисем — «Тус» обществӑн 124-мӗш строительствӑпа монтаж управленийӗнче тӑрӑшакан Ю.П. Катеровпа Ю.Н. Выросов. «СУ-Инкост» предприятири А.Г. Игнатьев тата Е.В. Линтроп иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 3-мӗш стройтрестри А.В. Петрянкинпа Е.Л. Иванов Е.Л. — виҫҫӗмӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 94 ҫул каялла, 1922 ҫулта чӑваш халӑхӗн чи палла сӑвӑҫисенчен пӗрин — Ҫеҫпӗл Мишшин — чӗри тапма чарӑннӑ, вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ. Ҫак куна палӑртса паян унӑн Шупашкарти палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ. Пухӑннӑ культура ӗҫченӗсемпе Ҫеҫпӗл Мишши тӑванӗсем паллӑ сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, сӑввисене вуларӗҫ. Асӑну мероприятине Валери Туркай сӑвӑҫ ертсе пычӗ. Сӑмах илекен кашни ҫынна вӑл Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа пама сӗнчӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, Светлана Асаматпа Раиса Сарпи сӑвӑҫсем, Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева тата ыттисем пулчӗҫ. Вӗсенчен кашни Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа пачӗ. Асӑну мероприятийӗ палӑк умне чечек хунипе вӗҫленчӗ. Сӑмах май, ыран чӑваш хастарӗсем Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине кайса Ҫеҫпӗл Мишши амӑшне асӑнма кайса килӗҫ. Унта 14 сехет тӗлне ҫитмелле. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |