Чӑваш Енри паллӑ биатлонистсене — Татьянӑпа Вячеслав Акимовсене — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫитӗнӳсем тунӑ ятпа саламланӑ. Татьянӑпа Вячеслав — упӑшкипе арӑмӗ. Вӗсем — биатлон енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем, Раҫҫейӗн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗсем.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев республикӑра вӑй-хал культурипе спорта аталантарас тӗлӗшпе ҫулсерен 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине палӑртнӑ. Ҫак пулӑшу пуррипе 34 пин ача спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Татьяна ҫитӗнӳсенче тренерӑн Анатолий Акимовӑн (вӑл Вячеславӑн ашшӗ) тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ. Вӑл ӑна тӑван хӗрӗ пекех воспитани панӑ. Михаил Игнатьев вара биатлонистсен ашшӗ-амӑшне ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.