Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи чиркӳ «Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен ҫичӗ ача усрава ил», — тенӗччӗ пӗр ваттисен сӑмахӗнче. Хальхи саманара ачисене те усрава илеҫҫӗ-ха, анчах чиркӗвне те пӗрин хыҫҫӑн теприне хӑпартса лартаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче те чиркӳ сахалтарах тесе шухӑшланӑ курӑнать — унтисем тата тепре хӑпартса лартасшӑн. Ҫак эрнере Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пухӑнсах канашланӑ. Унти тӳре-шара чиркӳ валли ҫӗр ӑҫта уйӑрасси пирки пуҫ ватнӑ. Кирек ӑҫта уйӑрсан та пӗрех мар-ҫке: чиркӗвне асӑннӑ районти Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн территорийӗнче туса лартасшӑн. Вӑл Ҫветтуй Николай ячӗллӗ пулӗ. Унта чиркӳсӗр пуҫне тӗн енӗпе ҫутта кӑларакан центр хӑпартса лартасшӑн, канмалли тата спорт лапамӗ уйӑрасшӑн. Вӑрман Ҫӗктер тӑрӑхӗнче, сӑмах май каласан, авалхи чиркӳсем те иккӗ пур: вӗсенчен пӗри Ҫӳлтикассинче вырнаҫнӑ, тепри — Хыркассинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пневматика пӑшалӗ хӑратнӑ Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын кӳрше каҫса пӑшалпа хӑратнӑ. Чӗнмен хӑна пускил хӗрарӑмӗ патне вӑл унӑн ашшӗне начар пӑхать тесе вӗҫтерсе ҫитнӗ. Кил хуҫин хӗрӗ ӳсӗр кӳршине хапӑл пулман — тухса тасалма ыйтнӑ. Тарӑхнӑ арҫын кӗсйинчен пневматика пӑшалӗ туртса кӑларнӑ та хапӑл мар пускиле хӑвалама тытӑннӑ. Хӑраса ӳкнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм пӳлӗмсенчен пӗрне кӗрсе пытаннӑ. Хӑранипе вӑл: «Ан вӗлер», — тесе куҫҫуль витӗр тархасласа ыйтнӑ. Шӑв-шава илтсе ача та вӑраннӑ, вӑл та йӗме тытӑннӑ. Ҫавна кура арҫын лӑпланса тухса утнӑ. Вӗлерессипе хӑратса ҫӳренӗ арҫын пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Ку пӑтӑрмаха ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухмалла», — тесе пӗлтерчӗ Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова. |
Сывлӑх
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта ШӖМӗн медсанчаҫӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унӑн алӑкӗ уҫӑласса чылай кӗтнӗ. Ҫурта 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тума тытӑннӑ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 2015 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтернӗ. Ун чухнех медицина хатӗр-хӗтӗрне туяннӑ. Халӗ ҫурта коммуникацисемпе сыпӑнтарнӑ, ҫавӑнпа пациентсене те йышӑнма пулать. Медсанчаҫре ҫар-тухтӑр комиссийӗ иртӗ, ҫак тытӑмра вӑй хуракансене, вӗсен ҫемйисене, унтан тивӗҫлӗ канӑва тухнисене психофизиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслӗҫ. Тытӑм ертӳҫи Сергей Неяскин Раҫҫейри виҫӗ регионта ӗҫлесен те кунашкал медсанчаҫ курманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Лавккара сутӑнакан теттесенче хими япали нумайрах пулнине тупса палӑртнӑ. Погремушкӑра стирол пулнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ лавккасене тӗрӗсленӗ. Китайра туса кӑларнӑ тетте пахалӑхӗ вӗсене тивӗҫтермен. Унра хими япали пуррине тупса палӑртсан лавккана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку лавкка Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Сутӑнакан пур тетте те пахалӑхсӑр пулман. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ иккӗленӳ ҫуратнӑ. Ҫав теттене 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Китайра туса кӑларнӑ. Вӑл таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшсе тӑман. Лавкка хуҫин куншӑн явап тытма тивӗ. Штрафшӑн укҫа сахал мар кӑларса хумалла: 300 пин тенкӗ. Теттене сентре ҫинчен илсе тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Таса алӑ» Коррупципе кӗрешекен общество приемнӑйӗ ҫӗршыври коррупци шайӗ пирки доклад пичетлесе кӑларнӑ. Документа ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен коррупци енӗпе малтисен йышне кӗнӗ. Пирӗн республика танлаштарӑмра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Ставрополь енӗ, Архангельск, Курган, Липецк, Чӗлепи, Белгород, Чулхула, Новосибирск, Тамбов облаҫӗсем, Мӑкшӑ Республики, Ингушети малтисен ретне лекнӗ. Ҫак регионсенче коррупци шайӗ 1,8 процентпа танлашнӑ. Танлаштарӑма Мускав «ертсе» пырать. Унта ку кӑтарту 28,9 процентпа танлашнӑ. Унтан — Мускав облаҫӗ. Унта коррупци шайӗ — 5,6 процент. Доклад авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах коррупци пирки суд тытӑмӗнче ҫӑхав нумай килет. Унтан — полицие, прокуратурӑна, следстви комитетне. Чи «таси» — ФСБ. Сӗтевӗн вӑтам укҫи кӑҫал 809 пин тенкӗпе танлашнӑ. Унччен 613 пин тенкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав иртсе кайрӗ. РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Леонид Черкесовпа Анатолий Аксаков каясси пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗнче вырӑнсене епле пайланӑ? Вӑл е ку партирен миҫе депутат пулӗ унта? Хальлӗхе списока ҫирӗплетмен. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен 36 депутат пулӗ. КПРФ парти валли Патшалӑх Канашӗнче 3 вырӑн уйӑрнӑ. ЛДПР валли те ҫавӑн чухлех вырӑн пулӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен унта 2 депутат пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Санар» фольклор ушкӑнӗ Вӑрнар районӗнчи «Санар» фольклор ушкӑнӗ хӑйне хӳтте кӗме ыйтать. 2008 ҫулта Алина Евдокимова ертсе пынипе районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗскер паян 17 ҫынтан тӑрать. Фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем хӑйсене «Музыка земли» (чӑв. Ҫӗр музыки) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсра тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Вӑрнар район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку проект ҫӗршывӑн концерт практикинче те пӗрремӗш хут, мӗншӗн тесен пӗр сцена ҫинче академи тата халӑх юрри пӗрлешет. Фестивале РФ Культура министерстви йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Эксперт канашӗн шухӑшне те, тӗнче тетелӗнчисенне те тӗпе хурӗҫ. «Санар» фольклор ушкӑншӑн ҫак каҫӑпа кӗрсе сасӑлама пулать. Сасӑлав вӗҫлениччен икӗ кун кӑна юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ыран Шупашкарта Сӗт фестивалӗ уҫӑлать. Ӑна юратакансене тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче кӗтеҫҫӗ. Вӑл унта 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулӗ. Фестивальте конкурссем йӗркелӗҫ, сывлӑх центрӗ ӗҫлӗ. Унта сӗте тата юр-вара мӗнле тӗрӗс ӗҫмелли-ҫимелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Фестивале килекенсем сӗт тутанса пӑхӗҫ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнӗҫ. 9 сехетре концерт пуҫланӗ. Каток ҫинче ярӑнма та май пулӗ. Уява Чӑвашри паллӑ сӗт предприятийӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале экологи тӗлӗшӗнчен таса, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе пропагандӑлас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе республикӑра пурӑнакансем кирлӗ нормӑран 77 процентне ҫеҫ ӗҫеҫҫӗ. Сӗте Чӑваш Енре нумайрах туса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа ку кӑтарту сахал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Укол тӑвиччен сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ: Алина Петрова педиатр Республикӑри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче грипран укол тӑвасси малалла пырать. Шупашкар районӗнчи тухтӑрсем вакцинаци ирттернипе пӗрлех унӑн усси пирки халӑхпа калаҫу та ирттернӗ. Шурӑ халатлисем вакцина тӳнтер енӗ пирки, кама укол тутармаллах иккенне ӑнлантарса панӑ. Вакцинаци тутармаллах йыша 60 ҫултан аслисем, соматика чирӗпе аптӑракансем, час-час шанса пӑсӑлакансем, шкул ҫулне ҫитменнисемпе шкул ачисем, халӑха пулӑшу паракан вырӑнсенче ӗҫлекенсем кӗреҫҫӗ. Шупашкар районӗнче грипран «Гриппол плюс» тата «Ультрикс» препаратсемпе укол тунӑ. Иртнӗ эрне тӗлнех унта ултӑ пине яхӑн вакцинаци ирттерме ӗлкӗрнӗ. Тухтӑрсем шкулсемпе ача пахчисене тухса ҫӳренӗ, аслисене вара пульницӑна йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ултавҫӑсем ҫынсене шахвӑртмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Халӗ вӗсем ватӑ ҫынсем патне килеҫҫӗ те хӑйсемпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан Любовь Степанова ултавҫӑсене хӑйӗн икӗ пенсине куҫарса панӑ. Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ун патне шӑнкӑравланӑ та Пенси фончӗн 2012 тата 2014 ҫулсемшӗн компенсаци тӳлемелли пирки каланӑ. Пӗтӗмпе — 18 пин те 670 тенкӗ. Палламан ҫын банк карттин реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Унтан Любовь Анатольевнӑн телефонӗ ҫине код ҫырнӑ СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Ҫав палламан ҫын каллех шӑнкӑравланӑ та кодсене пӗлтерме каланӑ. Кинемей йӑлтах пӗлтернӗ. Кӑштахран карточка ҫинче пӗр пус та тӑрса юлман. Халӗ ку ӗҫе полици тӗпчет. Кунашкал ултав пӗрре кӑна пулман. Пенси фончӗ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: унти специалистсем телефонпа нихӑҫан та шӑнкӑравламаҫҫӗ, кил тӑрӑх ҫӳремеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |