Республикӑра
![]() «Пурин те халӑх ырлӑхӗшӗн» ҫине тӑмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗҫӗмех калать. Анчах тӳре-шара те ҫавна илтмест, те ытлашшипех тар тӑкать: хӑшӗсем ҫынсен ыйтӑвне те вӑхӑтра хуравламаҫҫӗ. Патшалӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче (район-хула администрацийӗсенче, ял тӑрӑхӗсенче) тӑрӑшакансем ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассипе кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле ӗҫленине нумаях пулмасть Чӑваш Ен прокуратури тишкернӗ. Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, граждансен ыйтӑвне пӑхса тухассипе ҫыхӑннӑ саккуна ҫур ҫулта 100 ытла пӑснӑ. Ку фактсемпе 63 хутчен прокурор кӑтартӑвӗ шӑрҫаланӑ. Ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассинчи час-час тӗл пулакан кӑлтӑк шутне вӑхӑтра хуравламаннине, ыйтусене ытти органа ӑсатса ларнине, ыйту авторне кун пирки пӗлтерменнине кӗртмелле. Яваплисен тӗлӗшпе прокурорсем ҫине тӑнипе 19 хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова районти тӳре-шара тыткаларӑшӗпе килӗшмесӗр суда кайнӑ. Пакунлӑ ҫын хӑйне хӳтӗлес тесе ҫӳремен-ха. Вӑл ҫын ачишӗн пӑшӑрханнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа-ха эппин. Тӑвай район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссийӗ 29 ҫулти хӗрарӑма амӑш тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн асӑрхаттарнипех ҫырлахас тенӗ. Прокуратура ку йышӑнӑва тишкернӗ те, пӗчӗк ача амӑшӗ унччен те хӑйне пӳтсӗртерех тытнине, эрех-сӑрапа айкашнине, ачине йӗркеллӗ пӑхманнине, уншӑн хайхине штрафланине асӑрханӑ. Штрафӗ пысӑках пулман-ха — 100 тенкӗ. Тепӗр тесен, витӗмӗ укҫа виҫинче мар-ҫке: ҫын тӑна кӗнипе-кӗменнинче. Унччен асӑрхаттарса административлӑ майпа явап тыттарни те хӗрарӑма улӑштарайман. Маларах пӗрре явап тыттарнӑ ҫын тӗлӗшпе саккун та ҫирӗпрех мера йышӑнма хистет. Асӑннӑ самантсене шута илсе прокуратура ҫул ҫитменнисен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комисси йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама суда ҫитнӗ. Тӳре прокурор ыйтнипе килӗшнӗ. |
Тӗн
![]() Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсенчен пӗри Чӑваш Енӗн Наци радиовӗ Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсемпе паллаштарать. Радиокӑларӑма республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйӗн сайтӗнче ӗнер анонсланӑ. Екатеринбругри ҫветтуй вырӑнсем пирки каласа кӑтартакан ярӑмри кӑларӑмсенчен пӗри эфира ӗнер, 18 сехет те 20 минутра, тухнӑ. Асӑннӑ тӑрӑх мӗнпе палӑрса тӑнине те анонсра тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Турра ӗненекенсем пуҫтарӑнакан вырӑна Наци радиовӗн аслӑ редакторӗ, православи программисен авторӗ Роза Деменцова паломниксемпе пӗрле иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫитсе килнӗ. Аякра курни-илтнипе радиожурналист «По святым местам Екатеринбурга» (чӑв. Екатеринбургри ҫаваплӑ вырӑнӗсемпе) ярӑм йӗркелесех паллаштарма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Удмурт ҫипуҫӗллӗ Барби Удмурт Республикинчи Можга районӗнче наци тумтирне тӑхӑнтартнӑ чи чипер Барби пуканене суйланӑ. «Удмурт Барби но удмурт Кэн» ят панӑ конкурса ҫурлан 1-мӗшӗнче ирттернӗ. Пуканене удмуртла пуринчен капӑр тумлантарассишӗн кирек кам та тупӑшма пултарнӑ. Ӗҫе епле техникӑпа пурнӑҫлассине те авторсем хӑйсем тӗллӗн суйланӑ. Конкурсӑн гран-прине Алина Хабибуллина ятлӑ хӗр пӗрчӗк тивӗҫнӗ. Ӗҫе вӑл асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗпе-и? Хыпарта «бабушка» тенӗ те, аптӑрамалла...) пӗрле тӑрмашса тунӑ. Конкурсӑн тӗп тӗллевне — наци тумӗн чиперлӗхне кӑтартассине, ӑна манӑҫа кӑларас маррине — конкурса хутшӑннӑ ытти ҫын та тӗпе хунӑ. Вӗсене тӗрлӗ номинаципе: «Ин юсь», «Италмас», «Вуюись», «Модали» тата ытти те — чысласа Хисеп грамотисем тыттарнӑ, парнесем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Гудимир кӗслеҫӗ Питӗр хулинчи Максим Анухин (пултарулӑхри хушма ячӗ — Гудимир) «Хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан» (выр. Березовый лист) юрра кӗслепе пуҫласа шӑрантарнӑ. «ГУДИМИР» проекта халӑх тетелӗнче саракан ҫав ҫамрӑк ӗнер юрланӑ. Сӑмах май каласан, ку юрра шыраса тупма йывӑр мар. Малтанласа кӗсле ҫепӗҫҫӗн янӑрать, кайран сасӑ хаватланса-вӑйланса пырать, унтан кӗслеҫӗ чӑвашла юрласа ярать. «Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ. Хӗрсем ваййа, хӗрсем вӑййа, хӗрсем вӑййа тухсассӑн килет урам, килет урам, килет урам илемӗ», — чуна лӑпкаса янӑраҫҫӗ кӑштах кӑна акцент сисӗнекен сасӑра. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче маттур ҫав каччӑ Сайра тата хай тӗллӗн пурӑнакан ушкӑнсемпе халӑхсен юррисене шӑрантаракансен Шупашкарти «Радуга» центрӗнче иртнӗ форумӗнче сцена ҫине тухнӑ. Гудимир тӗрлӗ халӑх юррисене илемлетсе юрлать. Академилле классикӑна та вӑл ҫӑмӑллӑнах парӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Экономика министерствин ӗҫченӗсем Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурипе, Россельхознадзорпа, Роспотребнадзорпа пӗрле пасарти усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Специалистсем Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ косплексне ҫитнӗ. Вӗсем хаксене тӗрӗсленӗ. Сентресем ҫинче санкци таварӗсем пуррипе ҫуккине те сӑнанӑ. Пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла хакӗсем Чӑвашстат палӑртнӑ вӑтам хаксенчен пысӑк мар пулнӑ. Ҫӗрулмине – 12 тенкӗпе, сухана – 16 тенкӗпе, купӑстана 16-20, кишӗре 17-20, хӗрлӗ кӑшмана – 13, хӑяра – 20-25, помидора – 25-30, пылак пӑрӑҫа 25-30 тенкӗпе сутнӑ. Раҫҫее кӳрсе килме юраман таварсене сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗр усламҫӑ Турцирен илсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнӑ. Польшӑран кӳрсе килнӗ панулми те сентре ҫинче выртнӑ. Халӗ ҫав усламҫӑсен тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре халӑхран пухакан сӗт хакӗ ӳснӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑтамран 1 литр сӗте 14,7 тенкӗпе туяннӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 16,7 процент ытларах. Ҫак уйӑхра Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче сӗт хакӗ 2 тенкӗ ӳснӗ. Вӑрнар тата Муркаш тӑрӑхӗсенче 1 литршӑн 1,5 тенкӗ ытларах тӳлеме тытӑннӑ. Элӗк, Хӗрлӗ чутай, Вӑрмар районӗсенче сӗт 1 тенкӗ ӳснӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче вара — 0,8 тенкӗ. Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче сӗт хакӗ ҫур тенкӗ кӑна хӑпарнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари служби палӑртнӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ пахалӑхӗпе лайӑх пулнӑ ҫӗрте ӳснӗ. Сӗт юр-варне йышӑнакан предприятисенче 1 литр сӗте 18,83 тенкӗпе илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Марина Грудочкина Марина Грудочкина, виҫӗ ача амӑшӗ, пӗр уйӑх каяллах ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер килтен ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Упӑшки Михаил каланӑ тӑрӑх, арӑмӗ унччен те 10-шар кунлӑха ҫухалнӑ. Юлашки хутчен вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тухса кайнӑ. Анчах кайран таврӑннӑ вӑл. Хальхинче Михаил сисчӗвленнӗ. Ара, арӑмӗ пӗр уйӑх килсе курӑнмасть-ҫке-ха. Маринӑна ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Ясное ялӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫта иккенне никам та пӗлмест. Телефонӗ сӳннӗ, ҫыхӑнӑва тухмасть. Михаил каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ амӑшӗ юлташӗпе урапана ларнине курнӑ. Часах таврӑнассине пӗлтернӗ те ҫухалнӑ вӑл. «Пирӗн виҫӗ ача: икӗ хӗр тата пӗр ывӑл. Маринӑна пурте кӗтетпӗр, чӗрӗ пултӑр кӑна», - тенӗ Михаил. Арӑмӗ ҫухални пирки Михаил йӗрке хуралне утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Марина пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 88319343608 номерпе шӑнкӑрлавлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Унччен полицире ӗҫленӗ арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна арӑмне хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын кӑҫал кӑрлач, нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче тата пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче арӑмне темиҫе хут та хӗненӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхи нарӑсра тата кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче хӗрарӑм ача кӗтнӗ. Арӑмӗ кун пирки йӗрке хуралне пӗлтерсен кӑҫал пуш уйӑхӗнче упӑшкине полицирен кӑларса янӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑрӑх ҫанталӑкра туя килнӗ хӑна пӗвере темиҫе хут та шыва кӗме хӑтланнӑ. Пӗрремӗш хутӗнчех вӑл чутах путман. Хайхискер ишсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна пӗве хӗрринче канакан ҫынсем ҫӑлнӑ. Ҫав кун Йӗпреҫ районӗнчи Пӗчӗк Упакасси ялӗнче туй кӗрлеттернӗ. 28 ҫулти ҫамрӑк арҫын самаях эрех ӗҫнӗ. Путнӑ чухне ҫӑлсан та вӑл лӑпланман – каллех шыва кӗнӗ. Ун чухне вӑл пуҫӗпе шыва чӑмнӑ та тек курӑнман. Унӑн виллине каҫхине ҫеҫ тупнӑ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Республикинче 30 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |