Спорт
![]() Чӑваш Ене паллӑ спортсменка килнӗ. РФ Общество палатин пайташӗ Ирина Скворцова «Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнассине йӗркелесси тата шкулта вӗренекен ачасен сывлӑхне ҫирӗплетесси» темӑпа калаҫу ирттерме килнӗ. РФ Общество палатин Чӑваш Енри тата Атӑлҫи федераци округӗн ытти регионӗнчи пайташӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарасси пирки калаҫнӑ, малалла ӗҫлемелли рекомендцисем хатӗрленӗ. Ку темӑпа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, паян, Правительство ҫуртӗнче 11 сехетре калаҫнӑ. Палӑртса хӑварар: Ирина Скворцова Мускавра ҫуралнӑ. Вӑл – паллӑ бобслеистка. Ирина спринтер дистанцийӗсене чупнӑ. Анчах суранланнӑ хыҫҫӑн вӑл спорта таврӑнман. Кайран вӑл хӑйне тележурналистикӑра тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан пилӗк ҫынна сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен тӗлӗшпе следстви пырать. Малтанах 49 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Следовательсем тишкернӗ хыҫҫӑн ку ӗҫе пӗрле пурӑнакан 40-ри хӗрарӑм та явӑҫнӑ тесе шухӑшланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 37-ри пӗлӗшӗ, унӑн 41 ҫулти упӑшки тата вӗсен 39 ҫулти пӗлӗшӗ ҫак ӗҫпе аппаланнӑ-мӗн. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗрремӗш тытса чарнӑ арҫыннӑн килӗнче сӑмакун юхтарнӑ. Унта вара фенилэтанол пур. Кайран сӑмакуна ҫӳлерех асӑннӑ ытти ҫынсене салатнӑ. Лешсем вара сутнӑ. Ҫурта ухтарнӑ чухне сӑмакун аппаратне, 550 литр сӑмакун тата пӑрака туртса илнӗ. Халӗ следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикинчи культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси пирки» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чапаев ячӗллӗ музей гранта тивӗҫнӗ. Грант виҫи — 2800000 тенкӗ. Вӑл музея аталантармашкӑн кайӗ. Чӑваш наци музейӗн филиалӗ Чапаев музейӗ 1974 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫурта нимелле тунӑ. Унта предпиятисем, учрежденисем, ҫынсем хутшӑннӑ. Музей комплексне Чапаев скверӗ, Чапаев музейӗ, Чапаевсен мемориал ҫурчӗ, Чапаев палӑкӗ, мемориал стена кӗреҫҫӗ. Килен-каяна музейри фойе уйрӑмах илӗртет. «Хӗрлӗ Ҫар» витража тӗслӗ кантӑкран хатӗрленӗ. Вӑл революцисемпе вӑрҫӑсен тапхӑрӗсене кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем Шупашкарта ҫӗнӗ арт-объект хатӗрленӗ. Ҫакна вӗсем виҫӗ юбилее халалланӑ. Кӑҫал радио хыпарлав компанийӗ — 90 ҫул, телекурав — 55 ҫул, хула каналӗ 20 ҫул тултарать. Арт-объект телекурав аппаратури мӗнле кӑтартнине хаклама май паракан таблица евӗр. Объекта пурнӑҫланӑ чухне журналистсем тӗрлӗ пӑтӑрмахпа тӗл пулнӑ. Филиал директорӗ Екатерина Канюка каланӑ тӑрӑх, хатӗрленмешкӗн кӑна пӗр уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ. Арт-объекта тумашкӑн «Советская Чувашия» хаҫат тата Наци телерадиокомпанийӗ пулӑшнӑ. Акцие вун-вун ҫын хутшӑннӑ. ПТРК кӑҫал тепӗр арт-объект та тума палӑртнӑ. Халӗ студи Шупашкар валли тепӗр парне хатӗрлет. Ӑна кӗҫех кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев органӗсем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене тӗрӗсленине канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер унта Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн сӑмахӗсене аса илтернӗ: «Тӗрӗслев-надзор органӗсен тӗп тӗллевӗ штрафсем пухасси мар, экономика ӗҫ-хӗлӗ валли йӗркеллӗ условисем туса хурасси». Чӑваш Енӗн Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев тӗрӗслев мероприятийӗсем нумай чухне усӑ кӳменнине, йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшманнине палӑртнӑ. Вӑл кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслевсен шучӗ 17%, планпа палӑртнисен шучӗ 24%, планпа маррисен шучӗ 10% чакнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах дисциплина енчен тата уголовлӑ майпа явап тыттарнисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач—ҫӗртме уйӑхӗсенче 1128 тӗрӗслев ирттернӗ: ҫав шутран ытларахӑшне, 972-шне, — прокуратура (86%), Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Ульяновск облаҫӗнчи управленийӗ — 55 (ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 3 хута яхӑн ытларах), Ростехнадзор — 33 (2015 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пачах ирттермен). Станислав Николаев ҪҪХПИ, РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ, Пенси фончӗ тӗрӗслевсен шутне пӗлтӗрхипе танлаштарсан чакарнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, халӗ пӗччен пурӑнакан ветерансен хваттерне юсанӑ. Ку тӗлӗшпе пӗтӗмпе ҫур миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Тӗп хулари Ленин районӗнче пӗччен пурӑнакан 11 ветеранӑн хваттерне тата ҫуртне ҫӗнетнӗ. Кашни адреспа юсав тата строительство ӗҫӗсен списокне хатӗрленӗ. Кашни хваттер валли 45 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫсене ветерансен кӑмӑлне кура пурнӑҫланӑ. Пӗрисем ҫурт тӑррине улӑштарттарнӑ, теприсем сӑрлаттарнӑ. Хӑш-пӗр хваттерте пластик чӳрече лартнӑ, теприсем линолеум улӑштарма ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗшӗсем обой ҫыпӑҫтарттарнӑ, мачча сӑрлаттарнӑ, пӳлӗм алӑкӗсене ларттарнӑ, радиаторсене е ваннӑна улӑштарттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Судсен пӑхса тухма тивекен ӗҫсен хушшинче ҫынсем пӗр-пӗр предприятире хӑйсем тӑрӑшнине ҫирӗплетме ӑнтӑлни те тӗлпулать. Прокуратура ун пек тавӑҫпа суда вунӑ хутчен тухнӑ. Республика прокуратурин сайтӗнче кун пирки пӗлтернинче 10 тавӑҫран тӑххӑрӑшне судсем пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнине, тепри черетре пулнине каланӑ. Шел те, хӑш вӑхӑтра ун чухлӗ тавӑҫ шӑрҫаланине асӑнман. Ҫынсем хӑйсем пӗр-пӗр организацире тӑрӑшнине ҫирӗплетме ӑнтӑлни, тӗпрен илсен, ӗҫ укҫи парӑмӗпе ҫыхӑннине тӗшмӗртме йывӑр мар. Ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах ӗҫе кӳлӗннисене пӗр-пӗр вырӑнта тар тӑкнине ӗнентерме пӗртте ҫӑмӑл мар. Шупашкарти уйрӑм усламҫӑсенчен пӗрин патӗнче менеджер-логистра ӗҫленӗ хӗрарӑм умӗнче те ҫавӑн пек йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Прокуратура хӳтте илнӗскер правине Шупашкарти Калинин район сучӗ хӳтӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем аптӑранӑ. Вӗсен ӗнисене ниҫта та шӑварма ҫук. Плотинӑна тата ун ҫывӑхӗнчи ҫӗре усламҫӑ тара илнӗ. Унта – канмалли вырӑн, плотина вара – пулӑ тытмалли. Ҫав вырӑнта халӗ канма килекен ҫынсем хуҫаланаҫҫӗ. Ара, вӗсем укҫа тӳлесе кӗреҫҫӗ вӗт унта. Ял халӑхӗн вара тӑван ҫӗрӗ ҫинче ӗнисене шыв ӗҫтермелли вырӑн юлман. Пӗррехинче виҫӗ арҫын сиксе тухнӑ та ӗнисене пусассипе хӑратнӑ. Кӗтӳҫе вара хӗненӗ. Василий Петров кӗтӳри ӗнисене шыв ӗҫтересшӗн ҫеҫ пулнӑ. Туристсене ку килӗшмен. Сӑмахпа каланипе ҫырлахман – кӗтӳҫе хӗненӗ: пӗри питӗнчен ҫапнӑ, тепри – мӑйӗнчен. Василий Петрова кӳршисем хӳтӗлеме тӑнӑ. Чутах ҫапӑҫу пуҫланман ун чухне. Ӗнесене ҫитермелли вырӑн та юлман. Унта туристсем канаҫҫӗ. Ытти ҫӗртре вара ӗне кӗртме юрамасть – вӑл ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр. Канмалли кунсенче плотина ҫывӑхне вун-вун урапа килет. Туристсем ӗнесене курсан киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмеҫҫӗ. Халӑх вырӑнти администрацие кун пирки ҫӑхавланӑ, анчах лешсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем килсен лару-тӑрӑва уҫӑмлатма шантарнӑ-ха вӗсем… Журналистсем усламҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кунта чӑваш чӗлхи вӗренме пулать Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамак хулинчи филиалӗ пулас Ашмаринсене, Перельмансене, Ломоносовсене шырани пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче Иван Тарасов пӗлтерет. "Вӑхӑтлӑха та пулин Интернетри вӑййӑрсене чарса тӑрӑр-ха. Ҫтерлӗри Кеннати Челпир поэтран васкавлӑ ҫыру килчӗ. Пирӗн чӑваш тӗнчи вӑл лартакан ыйтӑва татса пама епле пулӑшаять-ши?", — тесе ҫырнӑ вӑл. Асӑннӑ аслӑ шкулӑн Стерлитамакри фиалиалӗн чӑваш филологи уйрӑмне абитуриентсене пухса ҫитереймен-мӗн, пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене утӑ 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытманнисене тест майӗпе те илме хатӗр иккен унта. "Халӗ йышра 10. Тата кирлӗ... Унсӑрӑн бюджетлӑ вырӑнсене ӗмӗрлӗхех хупма пултараҫҫӗ, куҫӑн мар вӗренме тӳлевлӗ тӑваҫҫӗ. Хальтерех кайсан аван. Тен, эсир кама та пулин вӗренме каяс текенсене пӗлетӗр? Пӗлтерсен пит аван пулӗччӗ. Тав", — тесе хыпараланӑ ӗнер Иван Тарасов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Маршруткӑсем хула тӑрӑх ҫил пек вирхӗнсе пыраҫҫӗ-и? Водительсем салона ҫынсене хӑяр пички пек тултараҫҫӗ-и? Ҫӑхавлӑр. Вӗсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ятарласа хӗрӳ лини уҫнӑ. Вӑл ӗҫлемелли кунсенче ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен ӗҫлӗ. Шӑнкӑравласан оператор хуравне кӗтмелле е ҫӑхава автоответика пӗлтермелле. Ята, хушамата, ашшӗн ятне пӗлтерме, маршрутка ӑҫта тата хӑҫан йӗркене пӑснине калама ыйтӗҫ. Ҫавӑн пекех телефон номерне, адреса каламалла, ҫапла ҫырса хуравлӗҫ. Сӑмах май, администраци ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ. Ун чухне виҫӗ микроавтобус ҫын нумай тултарнине тупса палӑртнӑ. Вӗсем 42, 44, 52-мӗш маршрутсемпе ӗҫслекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |