Политика
![]() Алексей Никитин депутат Депутатсен те пӗрне пӗри кӳренме тупӑнать. Пӑтӑрмахӗ Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне суйламалли пухура Алексей Никитин депутат трибуна умне тухсан: «Добрый день, братья-холопы!» (чӑв. Ырӑ кун пултӑр, тӑвансем-чурасем!), — тенӗ. «Холоп» сӑмахӑн пӗр варианчӗ «крепостла хресчен», ытарли вара «чура» тенине пӗлтерет. Депутатсем ӗнер этика комиссийӗн ларӑвне васкаса пухнӑ. Унта вӗсем журналистсене кӗртес темен. Ҫапах та унта хӗрӳ калаҫу пулса иртнине Александр Белов журналист пӗлме пултарнӑ. Тӳрех хыпарлар: депутата темех туман, унпа профилактика калаҫӑвӗ ирттернипех ҫырлахнӑ. Депутсенчен пӗрин пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарсан та, тепри тупӑшне пытарсан этика комиссийӗ тишкерменнине шута илсен Никитин депутат, чӑн та, тем начарриех тунӑ тени тӗрӗс мар пулӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |