Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхула ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫын вилнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кун пирки Чулхула МЧСӗ пӗлтерет. Ку ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Бор хула округӗнче хута каякан ҫӗнӗ ҫуртра взрыв пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, компрессор сирпӗннӗ. Иван Серов, ҫакна курнӑскер, Чулхулари «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, взрыв вӑйлӑ пулнӑ. 12-мӗш хут сирпӗннӗ. 4 ҫын вилнӗ, вӗсен кӗлетки таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнӑ. Тепӗр ултӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вилнӗ ҫынсем – Чӑваш Енрен. Вӗсем 12-мӗш хутра ӗҫленӗ. Пӑтӑрмах пулнӑ ҫӗрте ятарлӑ спецслужбӑн 55 ӗҫченӗ тата 19 техника ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Андрей Макушев Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорне суйланӑ. Кун тӗлӗшпе академире ӗҫлекенсен тата вӗренекенсен конференцийӗ иртнӗ. Делегатсем ҫӗр проценчӗпех килнине палӑртнӑ. Мандат комиссийӗ 85 делегатӑн полномочине ҫирӗплетнӗ. Ректор должноҫне виҫӗ ҫынран пӗрине суйлама сӗннӗ. Вӗсем — Рамиль Айзатов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗ Николай Васильев, «Агро-Инноваци» унитари предприятийӗн директорӗ Андрей Макушев. Сасӑлава пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, ректор тивӗҫне Андрей Макушев пилӗк ҫул пурнӑҫлӗ. Вӑл 80 сасӑ пухнӑ. Николай Васильевшӑн 5-ӗн сасӑланӑ. Рамиль Айзатов 0 сасӑ пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарти тӳре-шара рейда тухнӑ. Вӗсем хальхинче аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара спиртлӑ настойкӑсене сутнипе сутманнине пӑхнӑ. Рейда ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухнӑ. Ҫакна пурнӑҫлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнӑ. Пӗтӗмпе чиновниксем 213 аптекӑна тӗрӗсленӗ. 103 аптекӑра «фунфурик» сутнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 63-шӗ «фунфурик» сутмасси пирки меморандум алӑ пусман. 40-шӗ вара меморандума йышӑннӑ. Рейд хыҫҫӑн меморандум алӑ пусмашкӑн аптекӑсен хуҫисене хула администрацине чӗнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнче — карантин. Унта пӗр ҫыннӑн таки урнӑ чирпе чирленӗ-мӗн. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн сайчӗсенче ҫырнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗр ҫын така чирлени пирки ветеринарсене пӗлтернӗ. Тепӗр тӑватӑ кунран чӗрчун вилнӗ. Така виллине ветлабораторие илсе кайнӑ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл урнӑ чирпе чирленине палӑртнӑ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Писӗп ялӗнче акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа карантин пулнине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Ӑнсан — суранланса, ӑнмасан — вилсе. Чӑнах-чӑнах. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ. Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев. Кӑҫалхи ҫак тапхӑрта кӑна пуҫиле виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл пӗр тӗслӗх сахалтарахне пӗлтерет-ха. Ҫын вилнӗ фактсем икӗ хутчен пулнӑ. Производствӑра суранланнӑ тӗслӗхсем пӗлтӗр Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. |
Спорт
![]() Паян Вӑрмарти тӗп стадиона вӑл тӑрӑхри ачасем ӑмӑртӑва пуҫтарӑнӗҫ. Спорт тумӗ тӑхӑннӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн Светлана Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе старта тухӗҫ. Вӑрмарсем ку вӑл — йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту. Кун пеккине унтисем кӑҫалхипе XIV хут ирттереҫҫӗ. Ӑна Шкул ачисен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Кубокӗшӗн пухакан IX спартакиадин шучӗпе йӗркелӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвне тӗрлӗ паллӑ датӑна халалланине пӗлтереҫҫӗ. Ӑмӑртӑва 10 сехет те 30 минутра уҫмалла. Старта ачасем 11 сехетре тӑрӗҫ. Светлана Захарова 1970 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Ичеснер Атайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулта тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ пулса тӑнӑ, ҫав ҫул тата 2003-мӗшӗнче — кӗмӗл тата бронза призерӗ. Бостонри тата Чикагори марафонсенче ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Красотин режиссер лартнӑ «Синяя-синяя речка» драма Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тӗрлӗ акци тӑтӑшах ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑрать-ха. Вырӑс драма тетарӗ те куракана илӗртессишӗн мӗн те пулин ҫӗннине тупма ӑнтӑлать. «В театр — за 50 рублей» (чӑв. Театра – 50 тенкӗпе) акцие унта 2014 ҫулта шухӑшласа кӑларнӑ. Унтанпа 50 тенкӗлӗх билетпа пурӗ 2 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ. Кӑҫал ҫак акци вӑхӑтӗнче Николай Гоголӗн «Ревизор» камитне кӑтартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине черетлӗ хутчен уявлама хатӗрленнӗ май «Театра — 50 тенкӗпе» акцие тепӗр хутчен ирттерӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче В. Вахитинӑн «Синяя-синяя речка» драмине йӳнӗпе курма май туса парӗҫ. Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче спектакль 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе пырать. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Владимир Красотин лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи дачӑри ҫуртсем ҫырманалла ишӗлеҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗн хыпарӗ савӑнтармасть — ҫӗр малаллах йӑтӑнать. Муниципалитетра шар курнӑ ҫынсен тӑкакне саплаштарма укҫа ҫук-мӗн. Специалистсем ку ыйтупа ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствине ҫитме сӗнеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне «Заря» дачӑра 3 ҫурт шар курнӑ. Ав Ольга Гаврилова ҫемйипе ку лаптӑкпа 30 ытла ҫул усӑ курать. Халӗ сезон ҫывхарать, анчах дача ҫукпа пӗрех унӑн. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче халӑхпа пуху ирттерме палӑртнӑ. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем — хальлӗхе калама хӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти 31-мӗш шкул стадионӗнче йывӑр характерлӑ ҫамрӑксен спартакиади иртнӗ. Ӑна «Ҫамрӑкасем — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн!» дивизпа ирттернӗ. Спартакидӑна ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи 10 команда, пӗтӗмпе 50 ытла ҫамрӑк, хутшӑннӑ. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчисем. Ҫамрӑксем эстафета чупнӑ, тӑршшӗне сикнӗ, скакалкӑпа сикнӗ, отжимани тунӑ, мечӗкпе тӗрлӗ хускану пурнӑҫланӑ. Эстафетӑра 62-мӗш шкулти ҫамрӑксем мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна 39-мӗш шкул ачисем йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара 31-мӗш шкул тухнӑ. Командӑсен тупӑшӑвне пӗтӗмлетсен ҫакӑн пек кӑтартусем пулнӑ: 39-мӗш шкул команди — 1-мӗш, 31-мӗш шкул команди — 2-мӗш, 62-мӗш шкул команди 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре тӳрех ултӑ професси конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртнӗ: муниципалитет тата республика шайӗнче. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртнӑ. Мала тухнисене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята Муркаш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Паладьева тивӗҫнӗ. Ӑна 150 пин тенкӗ преми панӑ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинчи Татьяна Шавикова илнӗ. Куншӑн 100 пин тенкӗ парӗҫ. Ытти номинацире 50 пин тенкӗ парӗҫ. Куславккари 3-мӗш шкул вӗрентекенӗ Ольга Полозова «Чи лайӑх класс ертӳҫи» пулса тӑнӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» ята Шӑмӑршӑ шкулӗнчи Ирина Ревунова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх педагог психолог» — Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш ача сачӗн психолог педагогӗ Елена Визгина. ЧР Ҫамрӑк педагогсен канашӗ пуҫарӑвӗпе кӑҫал «Педагогика дебючӗ» республика конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Солдатова ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |