Вӑрнарта хальхи йышши кинозал уҫӑлнӑ. «Тӳпе — ҫӑлтӑрпа, «Звездный» кинозал ҫӑлтӑрпа тулли пултӑр», — теҫҫӗ вӑрнарсем. Малашне вӗсем пысӑк кинозалта кино курма пултарӗҫ.
Ку кинозала ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн юсанӑ. 100 пинрен ытларах ҫын пурӑнакан ял-хулара вырнаҫнӑ кинозалсене ятарласа юсама тытӑннӑ. Вӑрнарти клубсен централизациленӗ тытӑмӗ кино кӑтартмалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсем туянма 5 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ. Унпа сасӑ хатӗрӗсем, киноэкран, пукансем туяннӑ. Вырӑнти хыснаран укҫа уйӑрнӑ. Унпа вара урай сарнӑ, кинобудка лартнӑ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме, пӗчӗк зала юсанӑ.
Халӗ кино курма кӳршӗ районсенчен те килме пултараҫҫӗ. Сӑмах май, 2016 ҫулта кунашкал 5 зал уҫӑлнӑ, кӑҫал вара – 7. Кинозал валли ят тупас тесе ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Чылайӑшӗ «Звездный» ята суйланӑ.