ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хисеплӗ донорсем ҫулсерен тӳлекен укҫана илнӗ. Хальхинче ӑна республикӑра пурӑнакан 4133 ҫын тивӗҫнӗ.
Хисеплӗ донорсене тӳлемелли укҫа федераци хыснинчен килнӗ. Пӗтӗмпе — 54,4 миллион тенкӗ. Кӑҫал тӳлев виҫи ӳснӗ, 13041 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫак тӳлеве 40 хутчен юн е унӑн плазмине 60 хутчен тӳлевсӗр панӑ ҫынсем тивӗҫеҫҫӗ. Вӗсене «Раҫҫейри хисеплӗ донор» паллӑпа чыслаҫҫӗ. Хисеплӗ донорсем кирек хӑш вӑхӑтра та отпуска кайма, медицина пулӑшӑвне черетсӗр илме, санаторипе курорт сиплевне каймашкӑн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка илме пултараҫҫӗ.
Пӗлтӗр Чӑваш Енре «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята 106 ҫын тивӗҫнӗ. Республикӑра кунашкал ҫынсем 12062-ӗн. Пӗлтӗр 11 пин ытла юн хатӗрленӗ, плазма — 1,7 пин литр.