Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Апат-ҫимӗҫ

Чӑваш Енре ачасем ҫуллахи каникулта шкул ҫумӗнчи уйлӑхсенче канаҫҫӗ. Паллах, ку вӗсен сывлӑхӗшӗн те, тавракурӑмӗшӗн те лайӑх.

Анчах республикӑри пӗр уйлӑхра пӑтӑрмахсӑр пулман. Вӑрнар районӗнчи пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнманни пирки ЧР Прокуратурин сайчӗ хыпарлать.

Вӑрнар районӗнчи уйлӑха специалистсем ашшӗ-амӑшӗ ыйтнипе тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.

Ҫакна кура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, айӑплисене дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78102
 

Политика

Йӗрке хуралҫисем Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗн Андрей Броницын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн версийӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн ӗҫченне 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурӑнмалли ҫурта тӗрӗслени пирки акт ҫырма, унта пӳрт пурӑнма юрӑхлӑ маррине кӑтартма ыйтнӑ.

Унтан пуҫлӑх кил хуҫин пурӑнмалли условие лайӑхлатмалла тесе йышӑннӑ. Ҫавна май хыснаран ҫӗнӗ хваттер туянма 990 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Социаллӑ тӳлев илсен кил хуҫи ҫуртне сутнӑ.

Тепӗр самант: Броницын вырӑнти усламҫа автозаправка тумашкӑн ҫӗр лаптӑкне пасар хакӗнчен икӗ хут йӳнӗрехпе панӑ.

Следстви управленийӗн сайтӗнче каланӑ тӑрӑх, ҫаксем федераци тата вырӑнти хыснана 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Андрей Броницын ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР суйлав комиссине авӑнӑн 13-мӗшӗнчи суйлава хутшӑнмашкӑн «Граждан пуҫарӑвӗ» партирен кандидат пек регистрациленнӗ. Раҫҫей саккунӗ следствири ҫынсене суйлава хутшӑнма ирӗк парать.

 

Культура

Шупашкарти Мускав районӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ ӳнер галерейине ҫаврӑнма пуҫланӑ. Унта виҫӗ подъездра картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене паллӑ вырӑс ӳнерҫисен репродукцийӗсемпе илемлетнӗ.

«Ача-пӑча сӑнӗсем» ҫӗнӗ курав валли картинӑсене «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн специалисчӗсем «Картинӑсем — кашни киле» проектпа килӗшӳллӗн суйланӑ.

Проект «Вырӑс ӳнерӗн шедеврӗсем» куравран 2012 ҫултанпа старт илнӗ. Пӗрремӗш подъездра пурӑнакансем Виктор Васнецовӑн «Богатыри», Василий Суриковӑн «Переход Суворова через Альпы», Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» тата ыттисен картинисене курма пултарнӑ.

Иккӗмӗш подъездри ӗҫсене «Борис Кустодиев пултарулӑхне» халалланӑ. «Ача-пӑча сӑнӗсем» куравра вара Федот Сычков, Николай Богданов-Бельский, Константин Маковский тата ыттисен ӗҫӗсем пур.

Ҫуртра пурӑнакансем картинӑсемпе ылмашӑнаҫҫӗ, ҫапла вӗсем подъездра чылай ӗҫпе паллашаҫҫӗ.

 

Хулара

Тӑлӑх ача хӑрӑк турат пекех. Унӑн та ҫемье ӑшшине туйса курас килет. Ача ҫурчӗсен ӗҫченӗсем, опекӑпа попечительлӗх органӗсем кун тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, ултӑ уйӑхра, 13 тӑлӑх ачана шута илнӗ. Халӗ, телее, вӗсем пурте ҫемьесенче воспитани илеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 13 ачаран виҫҫӗшӗ — тӑлӑх. Тепӗр 10-шӗ социаллӑ тӑлӑхсем. 5 ачан ҫывӑх ҫыннисенчен пӗрне ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. 2 шӑпӑрланӑн амӑшӗ тӗрмере ларать, 2-шне амӑшӗ хӑварнӑ. Пӗр ачан амӑшне шыраҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне ашшӗ-амӑшӗ ҫуралнӑ ачине хӑварасси пирки пӗлтерсе 5 хыпар ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав амӑшӗсемпе, ҫывӑх тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Ҫакӑ пулӑшнипе тӑватӑ ачана ҫемьерех хӑварма май килнӗ. Пӗрне вара опекӑна панӑ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта 2013 ҫулта 24 тӑлӑха тупса палӑртнӑ. 2014 ҫулта вара кунашкал 32 ачана шута илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78096
 

Республикӑра

Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялне те карантина хупнӑ. Мӗн пулнӑ-ха унта?

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче юнкун, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Кудеиха ялӗнче тилӗ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ку Кире юханшывӗ хӗрринче пулнӑ.

Хӗрача, мӗн пулса иртнине лайах ӑнланса ӗлкӗрейменскер, тилле шывра путарнӑ. Унтан вӑл ӑна пулӑ тытмалли ҫеткӑпа ҫавӑрса илнӗ те ҫыран хӗрринче хӑварнӑ. Ҫав каҫах аллине тилӗ ҫыртна хӗрачана васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ.

Тилӗ виллине вара республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Специалистсем чӗрчун урнӑ чирпе чирлине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Кудеиха ялӗнчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫӗрӗ ҫинче карантин пулнине палӑртнӑ.

 

Хулара Ҫӗрпӳри скульптурӑсем
Ҫӗрпӳри скульптурӑсем

Ҫӗрпӳ хули илемленсех пырать. Ӑна хӑтлӑх кӗртессишӗн халӑх та тӑрӑшать.

Ҫӗрпӳре иртен-ҫӳрен Печкин почтальон скульптурипе киленет. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Хулара унсӑр пуҫне урам тирпейлӳҫи те пур. Аллине шӑпӑр тытнӑскер ҫынсене тасалӑха упрамалли пирки асӑрхаттарать. Ҫав скульптурӑна Ҫӗрпӳри тӳрленӳ колонийӗнче ларакансем тунӑ.

Халӗ ав Ҫӗрпӳре Печкин почтальонӑн юлташсем те тупӑннӑ. Унран инҫех мар Шарик йытӑ тата Матроскин кушак аҫи вырӑн тупнӑ. Металл скульптурӑсене паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре уҫӗҫ.

 

Политика

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева отставкӑна каясси пирки ыйту ҫырнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн конкурс комиссине йӗркеленӗ. Ӗнер Ҫӗмӗрле хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗнче унӑн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ.

Конкурс комиссийӗн председателӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн виҫӗ ҫын кӗрешнӗ.

Конкурсра Пӑрачкавра ҫуралса ӳснӗ Александр Геннадьевич Зиновьев ҫӗнтернӗ. Вӑл — отставкӑри ҫар ҫынни, генерал-майор. Зиновьев кандидатурине «халӑх тарҫисем» те ырланӑ. Ҫав кунах контракт алӑ пуснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=139131
 

Республикӑра

Нумаях пулмасть ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӗлтернӗччӗ. Паянтан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шӑмӑршӑ районӗнче те инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Вӑл 17 сехетренпе вӑя кӗнӗ. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ.

Ку лару-тӑрава районта чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫуманнипе палӑртнӑ. Ҫавна пула тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси иккӗленӳллӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, предприятисемпе организацисене кун тӗлӗшпе мӗн те пулин тума хушнӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пушар тухас хӑрушлӑх пулнӑ май ятарлӑ режим палӑртнӑ. Вӑл халӗ те вӑйра-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класне палӑртнӑ. Канаш районӗнче вара — 5-мӗш класс. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, типӗ курӑка чӗртсе яма чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх 100 выпускниксен ячӗсене пӗлтернӗ. Ҫакна тӑвасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫамрӑксене «хӗрлӗ дипломсемсӗр» пуҫне вӗсем чи лайӑххисен йышне кӗнине кӑтартакан свидетельство та панӑ.

Чи лайӑх 100 выпускника манти тӑхӑнтартса чысланӑ. Ҫак студентсем хӑйсене вӗренӳре кӑна мар, спортра та, общество ӗҫӗнче те, ӑслӑлӑхра та, пултарулӑхра та кӑтартма тӑрӑшнӑ.

Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх университечӗ кӑҫал 3300 яш-хӗре вӗрентсе кӑларнӑ. «Хӗрлӗ диплома» тивӗҫнисен йышӗнче медиксем, журналистсем, инженерсем, экономистсем тата юристсем пулнӑ. Паллах, лайӑх квалификациллӗ специалист пур ҫӗрте те кирлӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ӑҫта ӗҫлессине те палӑртнӑ ӗнтӗ.

Чи лайӑх 100 выпускника саламламашкӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. «Хӗрлӗ дипломсене» савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парасси пиллӗкмӗш ҫул пулнӑ ӗнтӗ.

 

Раҫҫейре

Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫей кӗнекисен куравӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта йӗркипе интерактивлӑ лапамсем пулнӑ. Василий Блаженный соборӗ патӗнчи тӗп сцена ҫинче кашни кун 100 яхӑн мероприяти иртнӗ Ҫав кунсенче Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейри 300 издательство вырнаҫнӑ. Вӗсем 300 пин ытла вулакана 100 пин ытла кӗнекепе паллаштарнӑ.

Пирӗн республикӑран Чӑваш кӗнеке издательстви кайнӑ. Мускав ҫыннисемпе хӑнисене вӗсем 150 ытла кӑларӑмпа паллаштарнӑ. Издательство директорӗ Валерий Комиссаров каланӑ тӑрӑх, ытларах ҫынсене «Халӑх маҫтӑрӗсен опытӗнчен» кӗнеке серийӗ кӑмӑла кайнӑ. Малтисен йышӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пулнӑ.

Чӑваш кӗнекисен тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Пӗрисем вӗсене ачисем валли кӑна мар, тӑванӗсем валли те туяннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш кӗнекисене курнӑ май хӑйсене ачалӑхра туйнӑ.

Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательстви Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра темиҫе пысӑк награда ҫӗнсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши — ҫӗрпе пӗлӗт чечекӗ» кӗнеке М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ. «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн дипломне ҫӗнсе илнӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2717, 2718, 2719, 2720, 2721, 2722, 2723, 2724, 2725, 2726, [2727], 2728, 2729, 2730, 2731, 2732, 2733, 2734, 2735, 2736, 2737, ... 3626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...