Укҫа шута юратать тесе ваттисем мӗн авалтан каланӑ. Апла пулин те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара урӑхларах шухӑшланӑ-ши — хысна «туприне» тухӑҫлӑ тӑкакламан. Ку факта ҫынсем ушкӑнпа ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн прокуратура палӑртнӑ.
Чӑваш Ен прокуратурине чутайсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Шукакасси ялӗнчи ҫула юсанӑ чух вырӑнти администраци укҫа-тенкӗпе тивӗҫлипе усӑ курмасть тесе евитленӗ.
Асӑннӑ яла ҫул тума подряд организацийӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех килӗшӳ тунӑ-мӗн, анчах «Резон» подряд организацийӗ тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан, ӑна ӗҫшӗн 49 процентне ҫеҫ тӳленӗ иккен. Строительство организацийӗ ӗҫе чарса лартнӑ пулин те Йӳҫпан ял тӑрӑхӗ нимӗнле мера та йышӑнман. Халӗ прокуратура подрядчик пирки прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрахттару хучӗ ярса панӑ.