Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра полицейскисем Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, руль умне ӳсӗрле ларнӑскере, тытнӑ. Чи тӗлӗнмелли — ӑна пӗр кунра икӗ хутчен чарнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Чиновник хӑйӗн машинипе пулнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инспекторсем чарнӑ. Машинӑна урӑ водителе панӑ, лешӗ ӑна администраци ҫурчӗ умне кайса лартнӑ. Пуҫлӑхран машина уҫҫине илнӗ. Ку хыҫҫӑн вӑл лӑпланман-ха — тепӗр уҫӑ илнӗ те каллех руль умне ларнӑ. Хальхинче ӑна тепӗр экипаж чарнӑ. Палӑртмалла: ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ икӗ хутӗнче те медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |