Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче пурӑнакансем пылчӑк ҫӑрса ывӑннӑ. Унта тракторсемпе пысӑк машинӑсем ҫеҫ ҫӳрееҫҫӗ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче «Чӑвашупрдор» ҫынсене кунта тепӗр уйӑхран ҫул пулать тесе сӑмах панӑ. Вӑл «Партнер холдинг» пӗрлешӳпе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Анчах паянхи кун та Ҫӑкалӑхра ҫул ҫук-ха.
Аукционра малтан ҫул хакне 34 миллион тенкӗ тесе палӑртнӑ. «Партнер холдинг» ӑна 28 миллион тенкӗпе выляса илнӗ. Кунашкал мелпе подрядчиксем 5 объекта илнӗ. Халӗ ытлашшине хапсӑннине ӑнланнӑ-тӑр. Анчах вӑхӑт шӑвать, ҫынсем вара асфальт ҫул пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ара, миҫе ҫул пылчӑк ҫӑрса ҫӳреҫҫӗ те…