«Чӑваш театрӗсенче ӳсменни пур — Тутарстанри ӗҫтешсем ҫапла шутлаҫҫӗ» ятпа Тимӗн Акташ Чӑваш халӑх сайтӗнче статья пичетленине кунти хыпарсемпе кӑсӑкланакансем астӑваҫҫех пулӗ. Унта сӑмах Тутарстанри Пӑва драма театрӗнче регионсен хушшинчи театр фестивальне чӑваш театрӗсене чӗнменнине пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, ку темӑна Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫачӗ те хускатнӑччӗ. Унта Чӑваш Енрисене мӗншӗн йыхравламаннин хуравне шыранӑччӗ.
Чӑваш Енри театрсемпе ҫыхӑннӑ тата тепӗр хыпар пӗлме май килчӗ. Раҫҫейӗн Шутлав палати асӑрханӑ тӑрӑх, федераци театрӗсем юлашки виҫӗ ҫулта 11 региона пачах кайман. Ку списока пирӗн республика та лекнӗ. Ҫапах та куншӑн хамӑр республикӑна ӳпкелемелле мар. РФ Шутлав палати уншӑн ҫӗршывӑн Культура министерствине патшалӑх планне йӗркеллӗ палӑртманшӑн сӑмах лектернӗ.