Тӳре-шара шкулсенче ачасене хускану тума сӗнеҫҫӗ. Ку ыйтӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Ҫавӑн пекех ларура шкул ачисене вӗри апат ҫитересси пирки те калаҫнӑ. Пуҫлӑхсем ачасене каллех хускану тутарма тытӑнассине ырланӑ. Тӳре-шара шӑпарлансене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхтарасшӑн.
Паллӑ ӗнтӗ: шкул ачисем вӑхӑта ытларах ларса ирттереҫҫӗ. Тухтӑрсен шухӑшӗпе, шӑпах ҫакна пула хускану ачасемшӗн питӗ усӑллӑ пулӗ. Ку шӑпӑрлансен сывлӑхне ҫирӗплетӗ, нерв, юн тымарӗсемпе чӗре ӗҫ-хӗлне лайӑхлатӗ.
Ҫапла ларура чиновниксем пӗр шухӑш патне килсе тухнӑ: шкулта ачасене хускану тутармаллах. Правительство председателӗ Иван Моторин ҫулталӑк вӗҫӗнче ку хушӑва епле пурнӑҫланине тӗрӗслемеллине каланӑ.