Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чӑваш халӑх сайтне тишкернӗ пике иккӗмӗш вырӑна тухнӑ

Пулӑшу (Услуги) Вырӑна ҫитсе сварка ӗҫӗпе пулӑшатпӑр. Сантехниксемпе сварщиксен пулӑшӑвӗ. Харпӑр...
Сутатӑп Бетон сутатӑп. Илсе ҫитерсе паратӑп.
Сутатӑп Кавăн пуçтаракан пур-ши Чăвашра? Шултра, хăшĕсене йăтма та йывăр. Тĕрлĕ сорт пур...
Таисия Ташней 17.03.2017 06:33 | 628 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Анна Петрова.
Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Анна Петрова.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Мускаври автомобильпе ҫул-йӗрӗн патшалӑх техника университечӗн Атӑлҫи филиалӗнче «Ҫул-йӗр ыйтӑвӗсем тата ҫул-йӗре аталантармалли мелсем» ятпа ачасен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.

Шупашкарти 19-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Роза Мазикова пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ шкул йӗркеленӗ мероприятие Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухакансем йышлӑн хутшӑннӑ. 19-мӗш шкултисем те унта хастарлӑхпа палӑрнӑ. 7-мӗш класри Софья Желобанова, 6-мӗшӗнчи Анастасия Воронинӑпа Дарья Захарова та хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, вӗсем хӑйсен номинацийӗсенче ҫӗнтернӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗн чӑвашла тата вырӑсла версийӗсенче ҫул-йӗр ыйтӑвне епле ҫутатнине тишкернӗ 9-мӗш класра вӗренекен Анна Петрова конференцире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

#ҫамрӑксем, #ачасем, #шкулсем, #конференцисем, #вӗренӳ, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вунӑ районта мӗнпур ача апат ҫиет
2016, 02, 20
Палӑксене «ЮНАРМИЯ» пӑхса тӑрӗ
2016, 12, 15
Чӗлхине вӗрентмесен те пӳлӗмне хӑварнӑ
2016, 12, 28
Чӑвашла Хӗл Мучи те савӑкрах, Юр пики те ҫепӗҫрех
2017, 01, 09
Пӗрремӗшсем валли чӑвашла-вырӑсла сӑмах пуххи кӑларнӑ
2017, 01, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org