Етӗрне район администрацине Андрей Софронов ертсе пырӗ. Ахӑртнех, вӑл. Ятарлӑ комисси ырланӑ кандидатурӑна ҫывӑх вӑхӑтра вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин иртнӗ уйӑхра ӗҫрен кайнӑ, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пуҫлӑх пулмалли ҫынна палӑртакан комиссие ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗччӗ.
Виҫӗмкун комисси Андрей Софронов кандидатурине ырланӑ. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын асӑннӑ районта социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫленӗ, маларах вӑл газ участокӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.