Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Чӑвашри биолог Ямалти тата Амур тӑрӑхӗнчи кайӑксене тӗпчет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.08.2016 10:04 | 1886 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк
Ямало ҫурутравӗ ҫинче пурӑнакан тулес
Ямало ҫурутравӗ ҫинче пурӑнакан тулес

Александр Яковлев биолога пӗлмен орнитолог ҫук пулӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗскер Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Педагогика институтӗнче те ӗҫленӗ ҫак ӑслӑ этем, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Наци вӑрманӗнче» директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче те.

Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ.

Кӑҫал та орнитолог пӗр вырӑнта лармасть. Нумаях пулмасть вӑл Ямал ҫурутрав ҫинчен таврӑннӑ. Темиҫе кунтанах Амур тӑрӑхӗнчи Зея юханшывӗ хӗррине тухса кайнӑ. Унта вӑл Тукурингра ту сӑртӗнчи Зея заповедникӗнче тӗпчев ӗҫӗпе тӑрмашать.

#Амур, #Шупашкар районӗ, #Ҫӗньял, #ЧППУ, #Наци вӑрманӗ, #заповедниксем, #Ямал, #ҫутҫанталӑк, #кайӑк-кӗшӗк, #тӗпчевсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем