Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Красноармейскинче Республика кунне уявлӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 01.10.2017 07:19 | 764 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев килес ҫул Республика кунне уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн тӗп уявне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче палӑртӗҫ.

Чӑваш Республикин ҫуралнӑ кунне кӑҫал Улатӑр районӗнче палӑртнӑччӗ. Унта йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса кӑларакансем те пуҫтарӑннӑччӗ.

Уява ирттерекен муниципалитетсене хыснаран 10 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Вӑл тупрана районсенчи ялсене илем те хӑтлӑх кӳме тӑкаклӗҫ.

Сӑмах май каласан, Шупашкар районӗ те Акатуя юлашки ҫулсенче тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче йӗркелет. Ку йӑлана Георгий Егоров пуҫлӑха ларсан пуҫарса янӑччӗ. Уяв ирттерме унта та район хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал Янӑш ял тӑрӑхне 10 миллион тенкӗ панӑччӗ. Вӑл укҫа унти ялсене хӑтлӑлатма кайнӑччӗ.

#укҫа-тенкӗ, #Янӑш, #Улатӑр районӗ, #Шупашкар районӗ, #уявсем, #хушусем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Янӑшра ҫурҫӗр иртиччен ташлайӑн
2016, 10, 17
Янӑшри ватӑсене театра илсе кайнӑ
2016, 10, 25
Сӑмах ҫерҫи мар: Шупашкар район пуҫлӑхӗ авалхи профессире ӗҫлекенсене саламланӑ
2017, 08, 14
Кашмаш шкулне хуптарас килменнипе Путин ячӗпе видеочӗнӳ хатӗрленӗ
2017, 08, 29
Республикӑри кашни виҫҫӗмӗш тенкӗ вӗренӳ отрасльне каять
2017, 09, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org