Чӑвӑш Енри медицина ӗҫченӗсем мӗн чухлӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ? ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, медиксен шалӑвне шутланӑ.
Тухтӑрсен шалӑвӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн ӳссе пырать. Ӑна мӗнле пурнӑҫланине ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тӗрӗслесе тӑрать.
Кӑҫал тухтӑрсен ӗҫ укҫи 2,5 процент ӳснӗ, 33 пин тенкӗпе танлашнӑ. Вӑтам медицина ӗҫченӗсен шалӑвӗ — 19,3 пин тенкӗ. Кӗҫен персоналӑн — 13,8 пин тенкӗ.
2012 ҫултанпа тухтӑрсен шалӑвӗ 1,4 хут ӳснӗ, кӗҫӗн персоналӑн — 2 хут ытларах.