Политика
![]() ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне малашне Наталья Тимофеева пурнӑҫлӗ. Вӑл ку таранччен ведомствӑна вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн пуҫламашӗнче Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитетне ЧР Юстици министерствине панӑ. Ҫапла майпа ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пулса тӑнӑ. Наталья Юрьевна ЧР Пурлӑх министерствинче (пӗлтӗр ӑна пурлӑх хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ туса хунӑ) виҫӗ ҫул ытла ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «СОУР» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ. Следстви шухӑшӗпе, Владимир Ермолаев 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи раштавччен ҫынсен тупӑшӗн налукне куҫарса паман. Пӗтӗмпе — 139 миллион тенкӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх налука вӑхӑтра тӳлемен. Куншӑн 200–500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме, 5 ҫул ӗҫлеттерме (кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр должноҫе 3 ҫул йышӑнма юрамӗ) е ирӗкрен 6 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫамрӑк мӑшӑр туйне хӑйне евӗр ирттернӗ. Вӗсем чаплӑ машина вырӑнне йывӑр тиевлине суйланӑ. Фурӑна мӑшӑр хӑмпӑсемпе илемлетсе мӑшӑрлану керменне ҫитнӗ. Ҫынсем кунашкаллине курсан тӗлӗннӗ. Маршруткӑсемпе троллейбуссенчи ҫынсем те кулса алӑ сулнӑ. Хӑшӗ-пӗри илемлетнӗ фура умӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Ҫапла иртнӗ Еленӑпа Евгения Васильевсен туйӗ. Каччӑ КаМАЗпа ӗҫлет-мӗн, инҫе ҫулсене ҫӳрет. Ҫавӑнпа вӗсем туй машини вырӑнне те фура суйланӑ. Хӗр загса фурӑпа кайма тивесси пирки пӗлмен. Ку — кӗтмен парне. Ҫапах шурӑ хитре кӗпепе унта ларасси чӑрмавлӑ пулман. Раҫҫейри туйсенче йывӑр тиевлӗ машинсемпе усӑ курни ҫӗнӗлӗх мар. Сӑмахран, унашкал мӑшӑрлану пӗлтӗр кӳршӗлле Тутарстанра иртнӗччӗ. Вӑл туйри видеона вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Актаныш районӗнчи каччӑпа хӗр пирки ҫӗршывӗпех пӗлчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта суд унччен ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атамановӑн аппеляцине пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫулла чиновник руль умне ӳсӗрле ларнине кура ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Борис Атаманов тытса чарнӑ чухне хӑй айӑплӑ маррине пӗлтернӗ. Анчах суд унӑн сӑмахӗсемпе килӗшмен. Унччен Атаманова 100 пин тенкӗлех штрафланӑ тата водитель правине туртса илнӗ. Экс-чиновник кунпа килӗшмесер суда аппеляци панӑ. Суд ҫӑхава ҫур сехетре пӑхса тухнӑ. Суд Борис Атаманов майлӑ пулман. Экс-чиновник судья приговор вуласса кӗтмен – залран тухса утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() «Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх кашни халӑхӑнах пур. Чӑвашсен вӑл вӑйлӑ аталаннӑ. Ӑрӑмлӑх йӑлара, ӗҫре, вӑйӑра, ӗҫкӗ-ҫикӗре авалхи йӗркесене тытса пынипе — пӗтевсем, эрешсем ҫакнипе, пӑсни-сыватнипе, ӗҫни-ҫинипе, ҫӑвӑнни-шӑлӑннипе, сӗрни-тӗтӗрнипе, ака-суха, выльӑх-чӗрлӗх, суту-илӳ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ», — пӗлтерет хӑйӗн статьинче Виталий Станьял. Чӑваш халӑх сайчӗ «Пилсемпе кӗлӗсем» кӗнекен электронлӑ вариантне уйрӑм сайт пек хатӗрлесе ҫитерчӗ. Унӑн адресӗ — kele.chuvash.org. Ҫӗнӗ сайтра эсир чӑвашсен ӑрӑмлӑ сӑмахӗсемпе паллашма пултаратӑр — чӳк кӗллисемпе, пилсемпе, йӑла йӗркисемпе тата ыттисемпе. Сайта хатӗрлес ӗҫе хутшӑнакансем унти информаципе усӑ курса эсир туйра та пулин хамӑр халӑхӑн ӑс-хакӑлӗпе туллин усӑ курасса шанаҫҫӗ. Сайта кӗнекери пекех пайсем тӑрӑх йӗркеленӗ, кирлӗ пил сӑмахӗсене е чӳк кӗллисене хӑвӑрт кӑна тупма пулать. Унсӑр пуҫне сайтра шырав та йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нисневичсем Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр кевер туя паллӑ тунӑ. Феликс Мееровичпа Галина Николаевна Нисневичсем пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Мӑшӑра загс ӗҫченӗсем саламланӑ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран та салам сӑмахӗсем илсе килнӗ. Нисневичем 60 ҫул пӗрле пурӑнсан та ӑшӑлӑхпа юратӑва ҫухатман, пӗрле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ. Халӗ те вӗсем пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ. Мӑшӑр пӗр хӗре кун ҫути кӑтартнӑ. Евгения ашшӗ-амӑшне виҫӗ мӑнукпа савӑнтарнӑ. Мӑнукӗсен виҫӗ ачипе те Нисневичсем савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавран Шупашкара каякан рейс автобусӗ ҫул ҫинче ҫунма тытӑннӑ. Ку Чулхула облаҫӗнче Вӑратин районӗнче, Чӑваш Ене ҫитиччен 10 ҫухрӑм юлсан, пулнӑ. Ирхи тӑватӑ сехетре ҫывӑракан пассажирсем мӑлатук шакканӑ евӗр сасӑ илтнӗ. Унтан салона тӗтӗм тухнӑ. Кун пирки пассажирсем водителе пӗлтернӗ. Водитель автобуса чарнӑ. Ҫынсем сумкисене йӑтса урама чупса тухнӑ. Ҫулӑм темиҫе ҫеккунтрах автобуса ярса илнӗ. Пушар транспортӑн 14 тӑваткал метрне тӗп тунӑ. Ҫулӑма 5 ҫын, 3 техника сӳнтернӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ. Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Скандинави циклонӗ Раҫҫее асар-писер ҫанталӑк илсе килчӗ: ҫумӑр ҫӑвать, ҫулсем пӑрлакланаҫҫӗ. Пӗрремӗш каналпа хыпарсен каларӑмӗнче Раҫҫейри хӑш-пӗр регионта ҫанталӑка пула сиксе тухнӑ пулӑмсем пирки кӑтартнӑ. Малтанах пӑрлӑ ҫумӑра пула пассажир самолетне анса лармашкӑн полоса ҫитменнине, вӑл унтан тухса кайнине пӗлтернӗ. Самолет хытӑ сийлӗ ҫул ҫинен тухса кайсан чарӑннӑ. Хыпарсен кӑларӑмӗнче База урамӗнче ҫула юсани пирки каланӑ. Ҫул ӗҫченӗсене пӑрлӑ ҫумӑр та хӑратмасть-мӗн: ҫаплипех ҫул сараҫҫӗ. «Мӗн чухлӗ вӑхӑта чӑтӗ-ши вӑл?» - ыйту сиксе тухнӑ. Унти ҫулӑн ҫиелти сийне 15 кун каялла илнӗ те чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне, юсама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗчӗк Лиза Петрова йывӑр чирӗпе 10 уйӑх ытла кӗрешет. Вӑл чылай сипленнӗ, темиҫе операци тӳссе ирттернӗ. Анчах лару-тӑру лайӑх еннех улшӑнман-ха. Лизӑн урине татас мар тесе тухтӑрсем операци тунӑ. Анчах нумаях пулмасть вӗсем хӑраххине татма тивесси пирки каланӑ. Метастаза ӳпкине те ҫитнӗ. Халӗ Лиза Тутарстанри пульницӑра выртать. Хӗрача ыратнипе питӗ вӑйлӑ аптӑрать, ӑна яланах эмел параҫҫӗ. Умӗнхи операци ӑнӑҫлах иртмен – уринче усал шыҫӑ юлнӑ. Ҫавӑнпа амӑшӗ ирӗк парсан ҫитес эрнере урине тама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫывӑх ҫыннисем парӑнасшӑн мар – Мускава ҫитесшӗн. Ҫемьере Лизӑсӑр пуҫне тепӗр 5 ача. Хаклӑ эмел туянмашкӑн вӗсен укҫа ҫук. Халӗ Лизӑна пулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |