Пӑтӑрмахсем
![]() Юристсем те пур чухне те саккуна пӗлмеҫҫӗ. Унччен патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫе илсен ку факт пирки тӳре-шаран малтанхи ӗҫ вырӑнне пӗлтермеллине саккунтах пӑхса хӑварнӑ. Кун пирки ҫав ҫын патшалӑх службинчен пӑрахнӑранпа икӗ ҫул ҫитмен чухне асра тытмалла. Ӗҫе илсен 10 кунта пӗлтерсе ӗлкӗрмелле. Ахаль-махаль предприяти-организацире пур саккуна та пӗлсе ҫитерейменнине ӑнланма пулать те темелле: ара, юристсем мар та, пурне ӑҫтан тӗшмӗртӗн. Анчах юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен Шупашкар районӗсенчи фирмӑсенчен пӗринче ку енӗпе кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫитменлӗхе район прокуратури асӑрханӑ. Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, юридици фирмин ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарса 20 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ. |
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан 58 ҫулти арҫыннӑн чартакӗ ҫинче 115 грамм симӗс хутӑш тупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку мӑкӑнь улӑмӗ пулни палӑрнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын унччен те пуҫиле майпа явап тытни паллӑ. Ун чухне вӑл наркотик упранӑшӑн тата ӑша янӑшӑн ҫакланнӑ. Наркотӗрӗслев службин ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗр лаптӑкӗсенче мӑкӑнӗ тата кантӑра вӑхӑтра тӗп тумалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑрӑн ҫӗрпе усӑ куракан ҫынна явап тыттарма пултараҫҫӗ. Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернӗшӗн 300 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ. Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернине асӑрхасан 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци радиовӗн ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ районӗн ҫыннисемпе куҫа куҫӑн курса калаҫнӑ. Района ятарласа пурте килнӗ вӗсем. Малтанах радио журналисчӗсем ача усрава илнӗ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ. вӗсене пултаруллӑ ҫамрӑксем те кӑсӑклантарнӑ, вӗсемпе те репортаж хатӗрленӗ. Радио эфирӗ валли 50 ҫултан ытларах пурӑнакан мӑшӑрсемпе те интервью хатӗрленӗ. Журналистсем ҫӗнетнӗ шкулсене те ҫитсе курнӑ. Вырма мӗнле пыни те интереслентернӗ. Ун пирки те репортаж хатӗрленӗ, вырмана тухнӑ ҫынсемпе курса калаҫнӑ. Каҫхине радио журналисчӗсемпе ҫынсем культура ҫурчӗ умӗнче тӗл пулнӑ. Малтан Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Баранова сӑмах каланӑ, радио аталаннине палӑртнӑ. Журналистсем хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унтан чӑваш эстрада артисчӗсем ҫӗрпӳсене концертпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнчи ҫынсем концерта пухӑннӑ. Уй урамӗнче пурӑнакан 5–15 ҫулсенчи ачасем ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Культура ҫурчӗн заведующийӗ концерта ертсе пынӑ. Уй урамӗ учительсемпе, спортсменсемпе, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсемпе пуян. Кунта алӗҫне юратакан ҫынсем те пурӑнаҫҫӗ. Ачасем сцена ҫинче хаваслӑ, ташлама хӗтӗртекен юрӑсем шӑрантарнӑ. Куракансем вара вӗсемпе пӗрле юрланӑ. Уй урамӗнче пурӑнакансем ачасем валли уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Унта кукӑль таврашӗ, пулӑ, пылак ҫимӗҫ лартнӑ. Кӳршӗ-аршӑ тӗл пулса калаҫмалли сӑлтав та ку. Кунашкал мероприятисем ҫынсене пӗр тӗвве пухаҫҫӗ, туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫынсем кун пек концерта кашни ҫулах йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче инкек пулнӑ. 50 ҫулти арҫын пӗвене шыва кӗме кайнӑ, анчах вӑл унтан тухайман. Ку утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. МЧС ӗҫченӗсем патне 11 сехет те 25 минутра шӑнкӑрава ҫитнӗ. Ҫынсем пӗвере арҫын путни пирки хыпарланӑ. Ҫав арҫын, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗве варрине ишсе ҫитнӗ те хытса тӑнӑ. Малтанах ҫынсем вӑл канать тесе шухӑшланӑ. Анчах лешӗ вырӑнтан хускалман. Пулӑҫсем пулӑшма пынӑ, анчах кая юлнӑ. Арҫын ун чухне пуҫӗпе аялалла тӑнӑ, сывламан. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн шыва кӗнӗ чухне чӗри чарӑнма пултарнӑ. Пулӑҫсем унӑн виллине хӑйсемех ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Халӗ экспертизӑсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Уйкас ялӗн ҫыннисем ял уявне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ. Малтанах халӑх пӗрле кар тӑрса урамсене тирпейленӗ, хӑмпӑсем, плакатсем ҫакнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Ялти чи ватӑ тата ҫамрӑк ҫынна та чысланӑ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене те палӑртнӑ. Шкул урамӗнче пурӑнакансем тасалӑхӗпе палӑрнӑ. Кил картишне илемлетес енӗпе Ю.Васильев фермера чысланӑ. Вырӑнти фольклор ушкӑнӗ илемлӗ чӑваш юррисемпе савӑнтарнӑ. Вӑйлисем спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Вӗсем шашкӑлла, шахматла вылянӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем та кӑмӑл туличчен савӑннӑ. Вӗсемпе вӑйӑсем ирттернӗ, шӑпӑрлансем флешмоба та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ку пӑтӑрмахӗ виҫӗ кун каяллах пулнӑ-ха. Анчах ун патне таврӑнма руль умӗнчи каччӑ сӗмсӗрлӗхӗ хистерӗ. 24 ҫулти каччӑ (теприсем ун пирки тути ҫинче амӑш сӗчӗ типсе пӗтмен тесе хаклӗҫ, анчах хӑшӗсем вӑл ҫулта ҫемье те тытса тӑраҫҫӗ) Шупашкарти Вокзалҫум урамри 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче эрнекун каҫхи 10 сехет тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӑкӑр шӑммине амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Водитель пирки каласан руль умӗнче ҫулталӑкран та сахалтарах ларакан ҫав ача кӑҫал кӑна йӗркене вунӑ 10 хутчен пӑснӑ. Ҫав шутран пиллӗкӗшӗнче — хӑвӑртлӑха ӳстернипе. «Митсубиси Каризм» маркӑллӑ урапапа ҫил хӑваласа ҫӳрекенскер хӑйне йӗрке хуралҫисем ҫырса панӑ штрафсене те тӳлеме васкаман: хальлӗхе вӑл пӗр штрафӗпе те татӑлман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иркутск облаҫӗнчи полицейскисем унти вӑрман касакан предприятисенчен пӗринче чурасене тытнине тӗрӗслеҫҫӗ. Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулинче пӗр арҫын Братск хулинчен илсе килнӗ строительство материалӗ хушшинче записка тупнӑ. Пулӑшу ыйтса ҫырнӑ ҫав хут пирки арҫын йӗрке хуралҫисене систернӗ. Запискӑна Серпухов ҫынни утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче асӑрханӑ. Унта: «Пулӑшӑр! Пире шывсӑр тата паспортсемсӗр тытаҫҫӗ. Эпир кунта нумайӑн. Албек», — тесе ҫырнӑ, Иркутск тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисен ку записка чӑнлӑхне тӗрӗсленӗ май пилорама ӑҫтине те палӑртма тивӗ. Тен, вӑл Иркутск тӑрӑхӗнче мар пулӗ, стройматериал Братска урӑх регионтан лекмен-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Анчах ку фактпа йӗркеллӗ тӗпчев ирттерессе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чӑваш тӑлмачӗ» интернетри ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ — утӑ уйӑхӗнчи — хыҫа юлчӗ. Ҫавна май ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра пурӗ 6 700 ытла куҫару йышӑнтӑмӑр. Ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан, ку ытларах. Ун чухне конкурса хутшӑнакансем 3 600 куҫару кӑна хатӗрлеме пултарчӗҫ. Миҫен хутшӑнчӗҫ? Куҫаракансен йышӗ 24 ҫынпа танлашрӗ. Пурӗ вара сайтра хальхи вӑхӑт тӗлне 91 хутшӑнакан регистрациленнӗ. Утӑ уйӑхӗнче те эпир 3 вырӑна палӑртӑпӑр. Чи нумай куҫараканни ку уйӑхра та «Марина» пулчӗ. Вӑл 1849 пуплевӗш (предложени) куҫарма пултарчӗ. Сӑмахсене шутласан 19 пин те 223 сӑмах пулать. Маттур! Иккӗмӗш вырӑна «Альтук аппа» йышӑнчӗ. Вӑл ку уйӑхра кӑна хутшӑнма пуҫларӗ пулсан та утӑ уйӑхӗнче 1096 пуплевӗш куҫарчӗ (е 11 141 сӑмах). Виҫҫӗмӗш вырӑна «snik» ятлӑ хутшӑнакан тухрӗ. пуплевӗшсене вӑл ытларах куҫарчӗ (1305), анчах вӗсем кӗскерех пулнипе сӑмах йышӗ унӑн пӗчӗкрех пулса тухрӗ — 10 708. 1-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ку уйӑхра та эпир 1500 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр, 2-мӗш вырӑнтине — 1000 тенкӗпе, 3-мӗш вырӑнтине — 500 тенкӗпе. Яланхи пекех 100 ытла пуплевӗш куҫарнисене асӑнса хӑваратпӑр: Мария, Галина, civhim2, Надя, salam, Роза, vlad. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елчӗкри ӗнерхи моряксем Паян ҫӗршывӗпех Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне уявлаҫҫӗ. Флот ҫывӑхӗнчи хуласенче ку уява уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Питӗрте, ав, паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫар ҫыннисене саламларӗ. Эстрада артисчӗсен концертне те йӗркеленӗ унта. Елчӗксем те ку уява палӑртнӑ. Хӗсметре тӑнисенчен хӑшӗсем моряк пулнӑ-ҫке. Ҫавсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илсе паян пӗрле пуҫтарӑннӑ. Район центрӗнче лартнӑ моряксен палӑкӗ умне 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене «Елчӗк районӗнчи тинӗсре пулнисен тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Головин саламланӑ. Раҫҫей ялавне хӑпартма тинтерех кӑна ҫар службинчен таврӑннӑ Илья Григорьева шаннӑ. Исампай ялӗнчи 87 ҫулти Ананий Захаров моряк-ветерана вара Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |