Ҫӗрпӳ хулинче 1000 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен хута ямалла. Аса илтерер: шкула кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ.
Шкул «Кӑнтӑр» микрорайонта ҫӗкленет. Халӗ унта шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, фасада декоративлӑ штукатуркӑпа тата керамогранитпа илемлетеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ котельнӑйӗ ӗҫленӗ май шкулта ӑшӑ пур.
Шкул территорийӗ те хӑтлӑ, илемлӗ пулӗ. Унта халӗ тротуар тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ҫумӗнче вӑй-хал культурипе спорт зони пулӗ. Унта футбол уйӗ, чупмалли ҫул, тӑршшӗне, ҫӳллӗшне сикмелли секци, баскетболла тата волейболла вылямалли лапам, хоккей курупки пулӗ. Шкулта хальхи йышши автохула та тӑвасшӑн. Пӗр сӑмахпа, йӑлтах ачасем валли.