5 миллион тенкӗ ӑҫта кайса кӗнӗ? ЧР Следстви управленийӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатать.
Пӗр коммерци организацийӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хыснаран 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2008 ҫулта ҫак директор тата Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ автоҫула юсамашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку — 2012 ҫулччен. Анчах каярахпа ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: документсенче мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки тӗрӗс мар палӑртнӑ.
Пӗр сӑмахпа, подрядчик ӗҫӗн пӗр пайне пурнӑҫламан, анчах укҫине илнӗ. Ҫапла майпа Хӗрлӗ Чутай районӗн хыснинчен 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Халӗ суд экс-директорӑн чаплӑ машинисене, ҫӗр лаптӑкне, киммине арестленӗ.